Комментари хушас

24 Авăн, 2014

Чăваш Ен ятне çÿле çĕклерĕ

Массăллă информаци хатĕрĕсен, издательствăсен, полиграфи предприятийĕсен, информаци агентствисен историне, аталанăвне, хальхи пурнăçне, ĕç-хĕлне халалланă кĕнеке пирки ЧР Журналистсен союзне вулакансем хăйсен шухăшĕсене пĕлтерме пуçларĕç.

И.БОЙКО, Чăваш Республикин наукăн тава тивĕçлĕ деятелĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн аслă ăслăлăх сотрудникĕ, истори наукисен докторĕ, профессор:

- Кĕнекере журналистсен пурнăçĕпе ĕç-хĕлĕ пирки çырнă статьясем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Халĕччен хаçат-журнал вулакан е телекурав пăхакан, радио итлекен вĕсен хушамачĕсене çеç пĕлнĕ. Энциклопеди вара калем ăстисен биографине, ĕçри тата пултарулăхри çитĕнĕвĕсем çинчен туллин каласа кăтартать. Журналистсен сăн ÿкерчĕкĕсем те пур. Пĕтĕмпе кĕнекере 2400 статья тата 1400 иллюстраци.

Энциклопедие журналистика тытăмне пуçарса янă, калем ăстисене вĕрентнĕ, вĕсен ĕç-хĕлне хăйсен произведенийĕсенче çутатнă ăсчахсемпе, преподавательсемпе, патшалăх деятелĕсемпе, писательсемпе т.ыт. паллаштаракан статьясем те кĕнĕ. Журналистсен конкурсĕсем, премийĕсем, ĕç-хĕлĕн ятарлă тĕсĕсем çинчен хатĕрленĕ материалсем урлă чăваш журналистикин паллă çыннисем, вĕсен çитĕнĕвĕсем пирки туллин пĕлме май пур.

Информаци материалĕсемпе пуян кĕнеке специалистсемшĕн çеç мар, ахаль вулаканшăн та кăсăклă пуласси иккĕлентермест. Чăваш Ен ятне энциклопеди Раççейĕн информаци уçлăхĕнче çÿле çĕклерĕ.

В.ТУРКАЙ, Чăваш тата Тутар республикисен культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш халăх поэчĕ:

- Массăллă информаци хатĕрĕсен пысăк çарĕ, предприятисем, организацисемпе коллективсем пĕр ĕмĕр хушши туса кăларнă япаласене пĕрчĕн-пĕрчĕн пухасси пĕрре те çăмăл ĕç мар. Журналистсен союзĕ маттурах çав: çакна пĕтĕмпех пичете хатĕрлесе кун çути кăтартма пултарчĕ. Унта тăван журналистикăн тата халăхăн историйĕпе, аталанăвĕпе, паянхи нумай енлĕ пурнăçĕпе çыхăнни йăлтах пур.

Шел те, чылай чухне журналистăн, МИХсен техника ĕçченĕсен ĕçĕ курăнсах та каймасть, ăна пысăка хурса та хакламаççĕ. Анчах общество, патшалăх, уйрăм çын пурнăçне пресса çутатмасăр куç умне кăларма çук. Çапах та телейĕ пур пичет ĕçченĕсен. Вĕсене халăх хисеплет тата шанать.

Иккĕленместĕп: энциклопеди кун çути курни Чăваш тĕнчине тата нумай нациллĕ Чăваш Ене ăс-хакăл тата культура тĕлĕшĕнчен чылай пуянлатрĕ.

А.СКВОРЦОВ, ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Журналистсен тата Писательсен союзĕсен членĕ:

- "Чăваш журналистикин тата пичечĕн энциклопедине" пăлханса уçатăп. Иртнĕ кунсем куç умне шуса тухаççĕ...

1957 çулхи утă уйăхĕнче СССР Журналистсен союзĕн чăваш уйрăмне уçма йĕркелÿ комитетне туса хучĕç. Председательне "Коммунизм ялавĕ" хаçат редакторне М.Якимова çирĕплетрĕç. Эпĕ яваплă секретарь пултăм. Ĕç питĕ нумай: хаçат-журнал тата радио редакцийĕсен коллективĕсемпе тĕл пулмалла, вĕсене пултарулăх ушкăнне мĕншĕн йĕркеленине ăнлантармалла, чи маттур калем ăстисене явăçтармалла... "Çак ĕçе пурнăçлас тесен хамăрăн та Союз членĕсем пулмалла", - тенĕччĕ Михаил Николаевич. Эпир çавăнтах члена илме ыйтса çыртăмăр. Малтисен шутĕнче член билечĕсене илтĕмĕр.

1959 çулхи пуш уйăхĕнче учредительнăй съезд иртрĕ. Çапла вара СССР Журналистсен союзĕн чăваш уйрăмĕ республикăри чи пултаруллă журналистсене пĕр çĕре пухрĕ.

...Кĕнеке страницисене пĕрин хыççăн теприне уçнă май çак пулăмсем асăма килчĕç. Справочник евĕрлĕрех пулин те энциклопеди ăшă аса илÿсен авăрне çавăрса кĕретех.

Н.ОСИПОВА

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.