Кунта олимпиецсем çитĕнеççĕ
Çĕнĕ Шупашкарта Олимп резервĕн училищи ăнăçлă ĕçленине пирĕн тăрăхра кăна мар, республика тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Ăна хăçан уçнă тата унта ăсталăхне туптанисен малашнехи кун-çулĕ çинчен каласа кăтартаймăр-ши?
А.СИМОНОВА.
Çĕмĕрле районĕ.
Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕн вăтам пĕлÿ паракан ятарлă училищине 1991 çулта пысăк квалификациллĕ спортсменсемпе тренерсене хатĕрлеме уçнă. Кунта пĕлÿ илме пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулăн 9 класĕнчен вĕренсе тухнисене, спорт разрячĕ панисене илеççĕ, 2 е 3 çул вĕренмелле. Çакăнта ăсталăхне ÿстерекенсем малашне тренер-преподаватель пулса ĕçлеме пултараççĕ.
Училище ĕçленĕ хушăра 200 ытла çамрăк професси спорт çулĕ çине тухнă. Вĕсен хушшинче 40 ытла çын Раççейĕн суйласа пухнă командисен членĕсем пулнă е хальхи вăхăтра вĕсен йышĕнче. В.М.Егорова, Е.Н.Николаева, В.А.Андреев, О.В.Иванова, Е.Н.Грузинова, Л.Н.Петрова, О.В.Смирнова Олимп вăййисене хутшăннă, тĕнче, Европа тата Раççей чемпионĕсемпе призерĕсем. Тĕслĕхрен, 2006-2007 çулсенче кунта 156 вĕренекен пулнă, çав йышра Раççей спорт тава тивĕçлĕ мастерĕсем - 3-ĕн, Раççей спорт тĕнче класлă мастерĕсем - 14-ăн, Раççей спорт мастерĕсем - 14-ăн, спорт мастерĕн кандидачĕсем - 45-ĕн. Вĕренекенсем спортăн 15 енĕпе ăсталăхне туптаççĕ, çав шутра çăмăл атлетикăпа, хоккей, бокс, футбол енĕпе, велосипедпа ярăнассипе, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, йывăр атлетикăпа, сĕтел çи теннисĕпе тата ыт.те.