Усси пысăк
Пахча çимĕçпе улма-çырла чи сиплĕ апат-çимĕç шутланаççĕ. Пахча çимĕç шывак апат. Унта типĕ, вăй паракан япаласем пурĕ те 5-20 процент анчах пухăнаççĕ. Анчах та вĕсен шутĕнче этем организмне питĕ кирлĕ, ытти апат-çимĕçре çук япаласем пур. Çавăнпа та ăсчахсем çынна кашни кун 400-500 г пахча çимĕç çиме сĕнеççĕ.
Апатра усă куракан ешĕл ÿсен-тăран, хăяр, помидор, арпус, дыня, кишĕр, кăшман, çарăк – пурте пылак тутăллă. Мĕншĕн тесен вĕсенче çурри ытларах сахăр пайĕ. Нумай пахча çимĕçре организмра хăвăрт ирĕлекен, вăй паракан глюкоза тата фруктоза сахăрĕсем пухăнаççĕ. Çавăнпа та пахча çимĕç уйрăмах чир-чĕрпе хавшаса вăйсăрланнă çынсене, ача-пăчана питĕ усăллă.
Пахча çимĕçре белоклă япаласем нумаях мар, вăтамран 0,4-2,5 процента çити. Вĕсенче организма кирлĕ мĕн пур аминойÿçек пур. Çавăн пекех С, А, В1, В2, РР, К витаминсем çын организмне пахча çимĕçпе улма-çырла урлă анчах лекеççĕ. Кашни витамин организма хăйне евĕр пулăшу парать. Сăмахран, С витамин сахăрсен ылмашăвне йĕркелет, апата ирĕлтерме пулăшать. Çавăн пекех вăл юн тунă çĕрте кирлĕ. С витамин çитмесен çын цинга чирĕпе аптрама пултарать. А витамин апата ирĕлтерекен йÿçеклĕ шĕвек пулассине йĕркелет, ÿсĕме хăвăртлатать, куçа çивĕчлетет. Ку витамин çителĕксĕр пулсан ача куç чирĕпе аптрама пултарать. В1, В2 витаминсем юн çаврăнăшне, нерв тытăмне йĕркелеме пулăшаççĕ. К витамин пĕвере лайăх ĕçлеме, юн кайнине чарма пулăшать. Çавăнпа та ку витаминпа сарамакпа чирлекенсене сиплеççĕ. Хальхи вăхăтра пахча çимĕçре 30 ытла витамин тĕпчесе тупнă. Нумаях пулмасть купăста сĕткенĕнче V витамин пуррине палăртнă. Вăл вар-хырăм, пыршă шыçнипе аптракансемшĕн питĕ усăллă.
Пахча çимĕç минерал тăварĕсемпе те пуян. Уйрăмах унта кали, натри, кальци, магни, тимĕр тата ытти тăвар нумай. Вĕсем аш-какай, çăкăр ирĕлсен пулакан йÿçек япаласене, организмра пухăнакан каяша кăларма пулăшаççĕ. Йод, фтор тата тĕрлĕ микроэлемент янах айĕ шыççинчен (зоб), шăл тĕпренессинчен, ытти чир-чĕртен сыхланма пу-лăшать.
Хăш-пĕр пахча çимĕçре хăвăрт пăсланакан фитонцидсем пур. Вĕсенчен чылайăшĕ сиенлĕ бактерисене пĕтерет. Сăмахран, сухан, ыхра сĕткенĕпе сунасран сыхланаççĕ.
Пахча çимĕçре ирĕлмен клетчатка пурри вар-хырăма лайăх ĕçлеттерет.
Апатра пахча çимĕç çителĕклĕ пулни сывлăха çирĕплетет, чир-чĕр ересрен, вăхăтсăр ватăласран сыхлать.