Комментари хушас

18 Авăн, 2014

Пултарулăх çуртне - çул уçă

Юлашки вăхăтра вĕренÿ тытăмĕнче ачана пултарулăх валли çул уçса пырас тĕллевпе хушма пĕлÿ памалли çинчен нумай калаçатпăр.

Ача-пăча хăйне хупăрласа тăракан тĕнчере ырри-япăххине уяма хăнăхнă чухне çав тери сисĕмлĕ. Çавăнпах ĕнтĕ пултарулăхăн тĕрлĕ енне туптассине пĕчĕкрен пуçлани пĕлтерĕшлĕ.

Шăпах çак шухăша тĕпе хурать те хăйĕн ĕç-хĕлĕнче Етĕрне районĕн Ача-пăча пултарулăх çурчĕн «Малышок» пĕрлешĕвĕ. Кунта ачасене 6 çултан пуçласа йышăнаççĕ. Хушма пĕлÿ парас ĕç икĕ енĕпе пулса пырать: ташласси тата ÿкересси. Вĕрентекенсем ушкăна çÿрекенсен ÿсĕмне шута илсе вĕсене пултарулăха аталантарас кăмăл патне вăйă урлă илсе пыраççĕ.

Пĕрлешÿ ĕçченĕсем шăпăрлансем сăнама, илеме курма вĕренччĕр, ăс-хакăлпа пуянланччăр тесе тăрăшаççĕ. Пултарулăха пĕчĕкрен аталантарни ачара ырă пахалăхсем никĕслеме май парать.

Инна ВЛАДИМИРОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.