Комментари хушас

18 Авăн, 2014

Пирвайхи турнирсенчен - çитĕнÿпе

Челябинск облаçĕнчи Пласт хулинче ял спортсменĕсен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕсен пирвайхи тупăшăвĕсем иртнĕ.

Унта самбистсемпе кире пуканĕ йăтакансем вăй виçнĕ. Турнирта Чăваш Ен чысне 12 спортсмен хÿтĕленĕ, вĕсенчен 5-шĕ лайăх кăтартусемпе палăрнă. Чи пысăк наградăна Николай Лапшин самбист тивĕçнĕ, 62 килограмлă виçере пирĕн ентеш кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Унăн юлташĕсем Денис Щербаков, Иван Клементьев тата Екатерина Осипова уйрăм ушкăнсенче пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарнă. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе пирĕн самбистсем тăваттăмĕш вырăнта.

Тимĕр вăййипе туслисен турнирĕнче вара Куславкка хĕрне Анастасия Александровăна кăна ăннă. Хăйĕн виçинче вăл пухмача «бронзăпа» пуянлатнă.

Палăртмалла: ял спортсменĕсен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕсене спортăн 17 енĕпе йĕркелеççĕ. Çулсерен иртекен тупăшусене вунă регион йышăнĕ. Çак чыса кăçал Чăваш Ен те тивĕçнĕ: пирĕн республикăна çĕр-шыври чи маттур кĕрешÿçĕсем, чупакан атлетсем тата хăвăрт утакансем килĕç. Турнирсем Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче авăн уйăхĕн 24-26-мĕшĕсенче иртĕç.

 

А.МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.