Комментари хушас

22 Ака, 2022

«Чăваш хĕрарăмĕ» уяв парнелерĕ

Чăваш тумĕ мĕн тери илемлĕ те хăйне евĕрлĕ пулнине ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пичет çуртне уява пуçтарăннисем тепĕр хут курса ĕненчĕç. «Чăваш хĕрарăмĕ» - 25 çулта» ятпа иртнĕ мероприятие маларах ирттерме палăртнăччĕ, анчах пандемипе çыхăннă чăрмавсене пула каярах хăварма тивнĕ. Ăна чăваш чĕлхи эрнинче ирттерни вара питех те вырăнлă пулчĕ.

Ку мероприятире «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат йĕркеленĕ 4 конкурса пĕтĕмлетрĕç. «Сирĕн ача мĕн тума пĕлет?» тата «Кĕр тĕлĕнтермĕшĕсем» - республика шайĕнче, «Вутра та çунман, шывра та путман чăваш хĕрарăмĕ» тата «Чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçĕ: аваллăхран хальхи таран» конкурссем вара регионсен шайĕнче иртнĕ. Тутарстан, Пушкăртстан республикисенче пурăнакансем те хастар хутшăннине палăртмалла.

Çак кун «Хыпар» издательство çурчĕн акт залĕнче шăнкăр-шăнкăр тенкĕ сасси, юрă-кĕвĕ янăраса тăчĕ. Хĕрарăмсем стилизациленĕ çи-пуçпа мар, хăйсен тăрăхĕнче мĕнлерех тăхăннине шута илсе тум хатĕрлесе килнĕ. Дефиле кăтартнă хыççăн кашниех хăйĕн тумĕнчи тĕрĕ-эреш пĕлтерĕшне, мĕншĕн çапларах хатĕрленине ăнлантарчĕ. Сумлă жюри йышĕнче Светлана Асамат, Людмила Балтаева тата Раиса Васильева пулчĕç. Ăстасене улталаймăн, вĕсем кашни районăн тум вăрттăнлăхне пĕлеççĕ, анатрисемпе турисенне пăтраштарма памаççĕ. Жюри кашнин ĕçне тĕплĕн тишкерчĕ. Чăваш хĕрарăмĕ илемĕпе çеç мар, ĕçĕпе те тĕлĕнтерет. Конкурса хутшăнакансем республикăри тĕрлĕ ялтан килнĕ, ирхине выльăх-чĕрлĕх пăхса, кил таврашĕнчи ĕçсене пурнăçласа хăварнă. Çав вăхăтрах конкурс валли тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме те вăхăт тупнă.

Чи кăсăклă та хумхануллă самант — «Чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçĕ: аваллăхран хальхи таран» конкурс çĕнтерӳçине палăртни пулчĕ. Ку ята Элĕк районĕнчи Кураккасинчен килнĕ Людмила Андреева тивĕçрĕ. Тепĕр тесен, Элĕксем конкурса уйрăмах хастар хутшăннă, районтан пысăк йышпа килнĕ. «Валинкке» халăх фольклор ушкăнĕ вара конкурсантсене хавхалантарма вĕсемпе пĕрле тухса юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Çак районăн тепĕр хĕрĕ Инесса Шашкина ташă ăсти пултарулăх номерĕпе хаваслăх кӳчĕ. Уява ертсе пыракан Маргарита Ильина вара, «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатăн редакторĕ илемлĕ юрă шăрантарса кăмăла çĕклерĕ.

«Кун пек конкурссене татах та кĕтетпĕр. Эсир пире чăн-чăн уяв парнелерĕр», — терĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчен килсе çитнĕ Алевтина Петрова-Пирогова. Эппин, вулакансене малашне те кăсăклă конкурссем, илемлĕ уявсем кĕтсех тăрĕç.

www.hypar.ru Татьяна Наумова сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: