Шкул урамĕ - чи хăтли
Çак кунсенче ЧР Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви республикăри чи тирпейлĕ яла палăртас енĕпе çулсеренех ирттерекен смотр-конкурса пĕтĕмлетнĕ.
Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ял тăрăхĕ асăннă конкурса виçĕ номинаципе материалсем тăратнă: "Чечек клумбисемпе кану вырăнĕсене хăтласси" /Кивĕ Эйпеçри ача-пăча паркĕ/, "Чи хăтлă та тирпейлĕ урам" ?Шкул урамĕ% тата "Чи хăтлă çуртпа килти хушма хуçалăх" /П.А.Рыбкинăн хушма хуçалăхĕ/.
Конкурс комиссийĕ Кивĕ Эйпеçри Шкул урамне республикăра чи хăтли тата тирпейли тесе палăртнă. Смотр-конкурс çĕнтерÿçисене чыслама республика бюджетĕнчен 582,6 пин тенкĕ уйăрĕç. Асăннă нухрата вĕсем территорие тата та тирпейлеме, илем кÿме усă курĕç. Аса илтеретпĕр: асăннă смотр-конкурса Чăваш Енре 2005 çултанпа йĕркелеççĕ. Кивĕ Эйпеçсем унта кашни çулах хутшăнаççĕ, тăтăш тĕрлĕ номинацире малти вырăна йышăнаççĕ. Эпир вара "Хыпарта" Кивĕ Эйпеçсем "Республикăри тĕслĕх ял" ята илме тивĕç тесе çырнăччĕ.
Р.АНАТОЛЬЕВА.