Комментари хушас

16 Авăн, 2014

Эстафета спортпа туслă пулма хавхалантарать

Вăйлисемпе хăюллисен 76-мĕш ăмăртăвĕ

Шăмат кун «Энергия» стадионта прессăн спорт фестивалĕ - «Советская Чувашия» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика эстафети иртрĕ. Ăмăртăва спортпа туслисемпе сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан 3000 ытла çын хутшăнчĕ.

Совет Союзĕн икĕ хут Геройне А.Г.Николаев космонавт летчика асăнса 76-мĕш хут иртнĕ чупура республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен, патшалăх тата вырăнти влаç органĕсен, спорт ветеранĕсен, çемье, шкул, студентсен, ĕç коллективĕсен командисем тупăшрĕç. Спорт уявне йăлана кĕнĕ тăрăх ăмăртăва хутшăнакансен парачĕ уçрĕ. Вĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, «Советская Чувашия» хаçатăн тĕп редакторĕ Владимир Васильев, Олимп чемпионки Елена Николаева тата ыттисем саламларĕç.

«Çулсерен йĕркелекен эстафета çынсен чи юратнă ăмăртăвĕ пулса тăчĕ, çавăнпа унта вăй виçекенсен йышĕ те яланах пысăк. Турнир ачасемпе çамрăксене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма, спортпа туслă пулма вĕрентет. Чăваш Енре массăллă спорта аталантарас енĕпе сахал мар ĕç пурнăçланать, Шупашкарта çулталăкне иртекен вун-вун ăмăрту та çак шухăша çирĕплетет. Акă юпа уйăхĕнче иртекен «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери форум та республика ят-сумне çÿлерех çĕклеме май парĕ», - терĕ Михаил Васильевич.

Яланхи пекех эстафета VIP-чупуран пуçланчĕ. Старта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, паллă спортсменсем, патшалăх органĕсен ертÿçисем, депутатсем, район пуçлăхĕсем тата ыттисем тухрĕç. Кăçалхи ăмăрту программи хăйне евĕрлĕрех пулнипе те палăрса тăчĕ: эстафетăна пĕрремĕш хут ятарлă тата коррекци шкулĕсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Вĕсен йышĕ пысăках пулмарĕ пулин те маттурскерсем мала тухассишĕн тупăшрĕç. Чи пултаруллин ятне вара Шупашкарти адаптивлă спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан яшсемпе хĕрсем тивĕçрĕç.

Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсенчен Вăрмарти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн командине çитекенни пулмарĕ. Элĕкри «Пурнăç çулĕпе» хаçат журналисчĕсем иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç, ЧР Наци телерадиокомпани спортсменĕсем - виççĕмĕш. Çемье командисен хушшинче Шупашкарти Пучковсем /7 çула çитичченхи ачапа/ тата Полетаевсем /8-13 çулсенчи ачапа/ пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине хăпарчĕç. Патшалăх тата вырăнти влаç органĕсен командисен йышĕнче ЧР Ял хуçалăх тата Шалти ĕçсен министерствисен, Элĕк районĕн администрацийĕн маттурĕсем çĕнтерчĕç. Ытти ушкăнра та чи вăйлисемпе хăюллисем палăрчĕç.

 

Андрей МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.