Комментари хушас

13 Авăн, 2014

Кĕнеке - тăнăçлăх тата аталану хуралĕнче

Мускавра авăн уйăхĕн 3-7-мĕшĕсенче çакăн пек чĕнÿпе Пĕтĕм тĕнчери XXVII кĕнеке куравĕ-ярмăркки иртрĕ. Унта Чăваш кĕнеке издательстви те хăйĕн "çимĕçĕсене" кăтартрĕ: 130 тĕрлĕ кăларăм.

Кĕнеке тусĕсем Геннадий Айхин "Собрания сочинений" кĕнекен виççĕмĕш томĕпе, К.В.Ивановăн вырăсла тата чăвашла тухнă "Нарспи" поэмипе, "Чебоксары: исторический очерк" монографипе, С.В.Щербаковăн "Государственные символы Чувашской Республики: история создания, проекты, документы и материалы", В.Д.Димитриевăн "Чувашский народ в составе Казанского ханства. Предыстория и история", В.Н.Иванскин "Мы с памятью слиты. Дети блокады в Чувашии", Е.Ф.Васильеван "Словарь синонимов чувашского языка", Л.П.Сергеевăн "Словарь синонимов и антонимов" кĕнекисемпе, "Чăваш халăх пултарулăхĕ" ярăмри вун иккĕмĕш томăн пĕрремĕш "Чĕлхе сăмахĕсем. Вĕрÿ-суру чĕлхи" кăларăмпа паллашрĕç. Курава пынă çынсем тавра пĕлÿ тата ăслăлăх литературипе те кăсăкланчĕç. Выставкăна çавăн пекех пĕчĕккисемпе шкул ÿсĕмĕнчи ачасем валли кăларнă кĕнекесене йышлă тăратнă.

Кăçал кĕнеке форумне 63 çĕр-шыври 500 ытла издательство хутшăнчĕ. Куравра тĕнчери вун-вун чĕлхепе кун çути курнă 200 пин ытла кăларăмпа паллашма май килчĕ. Курав-ярмăрккан кашни кунĕ кĕнеке кăларассипе çыхăннă çивĕч ыйтусемпе йĕркеленĕ тĕрлĕ мероприятирен пуян пулчĕ. Уйрăмах курăмлисем - Славян культурин форумĕ, "Раççейри кĕнеке рынокĕ - 2014" конференци, Н.Михалковăн тата В.Мединскин кĕнекисен презентацийĕ. Б.Акунин, Т.Толстая, Ю.Мориц, Л.Аннинский, Э.Радзинский, З.Прилепин, Д.Донцова, Л.Улицкая, Е.Водолазкин, Д.Глуховский, В.Войнович писательсем вулакансемпе тĕл пулчĕç. Кĕнеке куравне çавăн пекех Франци драматургĕ Эрик-Эммануэль Шмитт, Польша авторĕ Януш Вишневский, Би-Би-Си документалисчĕ Бен Макинтайер хутшăнчĕç.

Çавăн пекех "Çулталăк кĕнеки", ача-пăча кĕнекисене илемлетекенсен, вырăсларан ют чĕлхесене куçаракансен конкурсĕсен çĕнтерÿçисене чысларĕç.

Надежда ОСИПОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.