«Ман тĕмеске типсе çитсен…»
Петĕр Хусанкай вил тăприйĕ çинче сăвăçа пуç тайрĕç
Кăрлачăн 22-мĕшĕ — Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнă кун. Чăваш литературине кăсăклă нумай хайлавпа пуянлатнă сăвăç ĕçĕсене çĕршыв тулашĕнче те пĕлеççĕ. Петр Петрович хăй те вырăс тата чикĕ леш енчи классиксен сăвă-поэмине чăвашла куçарнă.
Сăвăçа асра тытакансен пĕр ушкăнĕ яланхи йăлапа Шупашкарти вил тăприйĕ çине çитсе килнĕ. Йышра — поэт ывăлĕ Атнер Хусанкай, чăвашлăх тĕнчипе çыхăннă тĕрлĕ ĕçре вăй хуракансемпе сăвăçсем: Марина Карягина, Владимир Степанов, Владимир Тяпкин, Ирина Кириллова, Геронтий Никифоров, Владимир Милютин, Василий Кервен.
— 15 çул, атте çут тĕнчене килнĕренпе 100 çул çитнĕренпе, çуралнă кунĕнче пĕр сиктерми пухăнатпăр унăн вил тăприйĕ çинче. Поэзире палăрнисем унăн тата ытти сăвăçăн хайлавĕсене вулаççĕ. Паян та Петĕр Хусанкай, Геннадий Айхи, Митта Ваçлейĕн сăввисем янăрарĕç. Эпĕ вара çывăх çыннăм «Автанран автанччен» поэмăра аннене Вера Кузьминана халалланă сыпăка вуласа патăм. Иртнĕ çулхи кĕркунне аттеннипе юнашар аннен вил тăприйĕ вырăн тупнăран шăпах çав сăвва суйларăм, — чунне уçса калаçрĕ Атнер Петрович.
www.hypar.ru Владимир Милютин сăн ÿкерчĕкĕсем