Комментари хушас

11 Авăн, 2014

МИГРЕНЬПЕ КĔРЕШЕÇÇĔ

Шĕвек

Матрÿшке /душица/ - чи витĕмлĕ курăк. 1 апат кашăкĕ чĕр тавара тин вĕренĕ 300 миллилитр шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Мелисса мигрене пула час-часах пуç ыратакан хĕрарăмсене лайăх пулăшать. 3 апат кашăкĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 4 хут 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Эмел курăкĕ /ромашка лекарственная/ пуç хĕссе ыратнине кăна мар, нерв тытăмне те лăплантарать. 1 апат кашăкĕ чечекне 200 миллилитр шыва ярса вĕреме кĕртмелле те вăйсăр çулăм çинче 15 минут тытмалла. Кăштах сивĕнсен сăрăхтармалла. Çак шĕвекре йĕпетнĕ пусмана ĕнсе çине кунне 2-3 хут хумалла.

Массаж

  • Канлĕ вырнаçса лармалла, кĕлеткене çемçетмелле, лăпкă кĕвĕ ямалла, куçа хупмалла. Пуçа малалла пĕкмелле те тăватă-пилĕк хут тарăннăн сывласа илсе сывласа кăлармалла. Пуçа çавăн пекех тытса тăмалла. Унтан майĕпен сылтăм хул пуççи патнелле авса çавăн пекех сывламалла. Халĕ - сулахай хул пуççи патнелле.
  • Алăсен пÿрнисене хĕреслентерсе тытмалла, ывăç тупанĕсемпе çамка çине хумалла, пуçа 2-3 хут хытă пуса-пуса илмелле. Çак хусканусенех ывăç тупанĕсене ĕнсе çине тата мăй тĕлне хурса тумалла.
  • Пÿрнесен вĕçĕсемпе тăнлавсенчен пуçласа çÿç ÿснĕ тĕлелле спираль хусканусемпе массаж туса хăпармалла. Енчен те сехет йĕппи куçнă май витĕм кÿрсен хавхалантарать, хирĕçле тĕк - лăплантарать.
  • Пÿрне "душĕ" çав тери витĕмлĕ. Пÿрнесен вĕçĕсемпе çамкана, унтан пуçа ĕнсе патнеллле хăвăрт та çăмăллăн шаккаса тухмалла.

Массаж процедурисен вăхăчĕ - 5-10 минут.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.