Раççей тата Аслă вăрçă
Тĕп хулари ачасемпе çамрăксен библиотекин ĕçченĕсем 40-мĕш шкулта вĕренекенсене Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланнăранпа 100 çул çитнине халалланă медиа çул çÿреве чĕнчĕç.
Чи малтан библиотекарьсем ачасене хăйсем мĕн пĕлнине каласа пама сĕнчĕç. Шел, вĕсем 1914 çулхи пулăмсене питĕ сахал пĕлеççĕ иккен. Çавăнпа çул çÿревĕн пĕрремĕш пайĕнче историн çак тапхăрĕ пирки тĕплĕнрех каласа кăтартма тиврĕ. Вăрçă пуçланнă çулсенчи çĕр-шыври лару-тăру, вĕрентÿ тытăмĕн шайĕ, çав вăхăтра пурăннă паллă çынсем, патшалăх ертÿçисем çинчен итлеме питĕ кăсăк пулчĕ.
Унтан шкул ачисене Пĕрремĕш тĕнче вăрçин паллă пулăмĕсемпе паллаштарчĕç. Акă 1914 çулхи авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче питĕ харсăр çын, ăста летчик Петр Николаевич Нестеров тĕнче авиацийĕн историйĕнче пĕрремĕш хут тăшман самолетне хăйĕн техникипе тăрăнтарса аркатнă. Раççей Федерацийĕн патшалăх наградине /Нестеров медалĕ/ унăн ятне панă.
Çакăн пек паттăрсем Раççейре сахал мар. Çамрăк ăрăвăн вĕсене пĕлмеллех, çĕр çинчи мирлĕ пурнăçшăн тунă паттăр ĕçĕсене ĕмĕр асра тытмаллах.