Комментари хушас

11 Авăн, 2014

Юрă-ташăпа - хире

Шăмăршă районĕнчи хирсенче кĕрхи ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Çĕр ĕçченĕ тыр-пула кĕске вăхăтра тата çухатусăр пухса илме тăрăшать. Культура ĕçченĕсем хресчен кăмăлне юрă-ташăпа çĕклесе çăмăл мар ĕçре пулăшаççĕ.

Шăмăршă районĕнчи культура аталанăвĕн центрĕ çумĕнче йĕркеленнĕ агитбригада «Исток» хуçалăхăн йĕтемĕ çинче пултарулăхне кăтартрĕ. Кунта ĕçлекенсем артистсене ăш пиллĕн кĕтсе илчĕç. В.Львова тата Т.Давыдова «Кумма», «Маттур арăм», «Пултаруллă упăшка» сценкăсемпе савăнтарчĕç. Ярăславри Тихоновсен çемье ансамблĕ, район тата республика фестивалĕсенче темиçе хут та лауреат пулса тăнăскер, халăх юратса итлекен юрăсене шăрантарчĕ. Артистсемшĕн, паллах, çынсем тав туса алă çупни, вĕсен пичĕ-куçĕ ăшă кулăпа çутални, кăмăл-туйăмĕ çĕкленни паха.

Ярăслав ялĕнчи библиотекарь йĕтем çинче ĕçлекенсене хаçат-журналпа паллаштарчĕ. Тĕл пулу кăмăллă иртрĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.