Комментари хушас

10 Авăн, 2014

Сывă çынра вăй вылять

2014 çулхи юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕ-сенче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери "Раççей – спорт çĕр-шывĕ" форум иртĕ. Çавна май Чăваш Енри спорт аталанăвĕн хăш-пĕр страницисене уçас терĕмĕр.

Тĕнчери тата Раççейри спорт юхăмне Чăваш Республики хăйĕн тÿпине хывать. 1952 çултанпа Олимп вăййисене пирĕн 40 ентеш хутшăннă, вĕсем 5 ылтăн,1 кĕмĕл, 6 пăхăр медаль çĕнсе илнĕ. Чи паллă спортсменсене асăнмасăр иртме çук. Çÿллĕ тÿпеме хăпарнисен шутĕнче – Ардалион Игнатьев çăмăл атлет, Валерий Ярды, Ирина Калентьева велосипедистсем, Владимир Воронков йĕлтĕрçĕ, Елена Николаева, Олимпиада Иванова, Владимир Андреев хăвăрт утакансем, марафон дистанцийĕсене парăнтарнă Валентина Егорова, Татьяна Петрова-Архипова тата ыттисем.

Паян Чăваш Ен физкультурăпа спорта аталантарассипе тĕслĕх кăтартакан регионсен шутне кĕчĕ. 2013 çулхи кăтартусемпе чи чаплă наградăна – РФ Правительствин спортра пысăк ÿсĕм тунăшăн "Раççей регионĕ" номинаци премине – тивĕçрĕ. Халиччен ку наградăна пĕр региона та паман. 2012 çулта çĕр-шыв субьекчĕсен массăллă физкультура конкурсĕнче иккĕмĕш вырăна тухнăччĕ. Юлашки çулсенче сывă пурнăçа хăнăхтарасси, çамрăксене хул-çурăма тĕреклетекен, чун хавалне çирĕплетекен секцисене явăçтарасси вăйланни чи малтанах спорт сооруженийĕсен пурлăх никĕсне çирĕплетнипе çыхăннă.

Етĕрне районĕнчи Мăн Явăшра капмар çурт – канупа сывлăх центрĕ – туса лартнă. Район центрĕсенчи çавăн йышши комплекссенчен пĕртте кая мар вăл. "Пурте ăмсанаççĕ пире, – каласа парать ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Татьяна Леонтьева. – Уçсанах унта ытларах яшсемпе хĕрсем çÿретчĕç. Аслисем тренажер çине ларса намăс курас мар тетчĕç. Малтан пĕри килсе пăхрĕ, унтан тепри... Ак хайхи, тепĕр чухне ашшĕ-амăшĕ ачисенчен маларах çитсе спорт хатĕрĕсене йышăнать. Вăт епле улшăнать пурнăç".

2004-2012 çулсенче республикăра 50 çĕнĕ обьект хута янă. Шупашкарти Пăр керменĕ чăннипех мăнаçланмалăх пулĕ. Ун çинчен тахçанах ĕмĕтленнĕ. Шухăшлани кĕçех пурнăçа кĕрĕ. 7,5 пин çын шăнăçать унта. Ку чухнехи технологисемпе тунă икĕ каток. Пĕринче тренировкăсем иртмелле, тепринче – ăмăртусем.

Пур хулапа районта спорт комлексĕсем ĕçлени – паянхи вăхăт палли. Сăмах май, хăш-пĕр регион çак ĕçе тин пуçăннă. Чăвашри ытти обьектсенче те хĕрÿ ĕç вĕрет. Сăмахран, велоспорт-маунтинбайк, йĕлтĕрçĕсемпе биатлонистсен центрĕсене строительсем вăхăтра хута яма сăмах пачĕç. Эпир спорт çурчĕсене питĕ хăвăрт хăпартнине кура кÿршĕ республикăсемпе облаçсенчен паха опытпа паллашма килеççĕ. Хăвăр килсе туса памăр-ши текенни те пур.

Астăватăр-и, ĕлĕкрех радиопа ирхи зарядка кĕвви пĕтĕм Союзĕпе янăратчĕ. Çакăн хăйне евĕр пĕлтерĕшĕ пулнă: ĕçе каяс умĕн çынсене чĕрĕлĕх кĕртнĕ, хавхалану кÿнĕ. Халĕ самани урăх. Ирхи зарядка сасси илтĕнмест. Шупашкарсем çĕнĕлĕх сĕнчĕç – "Ирхи зарядкăна йышпа тухăр!". Театр лапамне е кану паркне чĕннĕ чухне мĕншĕн каяс мар? Уçă сывлăш, çанталăкĕ аван. Пин-пин çын пĕр кĕвĕллĕн хускану тăвать. Пухăннисен кăмăлĕ çĕкленÿллĕ те хавас. Пурăнас килет!

Паян чăвашри халăхăн 35,9 проценчĕ, е кашни виççĕмĕш çын, сывă пурнăç йĕркине тытса пыни паллă. Хăйне аван туяканни пурнăçа ăнăçтарать, тĕрлĕ йывăрлăх умĕнче пуçа усмасть. Раççей Федерацийĕнче "Физкультурăпа спорта аталантармалли тĕп çул-йĕрсен стратегине" йышăннăччĕ. Унпа килĕшÿллĕн 2020 çул тĕлне спортпа туслисен йышне 40 процента (вĕренÿ заведенийĕсенче – 80 процента) çитермелле. Чăваш Ен çав программăна пурнăçланăпа пĕрех. Çапах лăпланса лармалли е пуçа каçăртмалли сăлтав мар ку. Физкультурниксен йышне çуллен ÿстермелли майсем çителĕклĕ. Стадионта е пĕр-пĕр секцире киленĕç тупнисем каярахпа юлташĕсене çавăтса пырĕç. Çын сиенлĕ йăласенчен хăтăлни, хăйне çĕнтерме пултарни – наци управĕпе малашлăхĕн никĕсĕ.

Пирĕн пурĕ 53 спорт шкулĕ, Олимп резервĕсен икĕ училищи. Кунсăр пуçне Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командисене хатĕрлекен центр пур. Вĕсен тĕп тĕллевĕ – ачасене сывă ÿстересси, физкультура пĕлтерĕшне хăйсен паха тĕслĕхĕпе кăтартса парасси.

Сочири Олимпиада умĕн Путин предпринимательсемпе тĕл пулни асра. Çапла каларĕ вăл: "Сирĕн бизнес мĕнле шайра пулнине малашне эсир массăллă спорта укçа мĕн чухлĕ хывнипе хаклăпăр". Пирĕн тăрăхра уçă кăмăллисем, халăхшăн ырă ĕç тăвакансем çук мар. Акă стоматологи клиникин хуçи Юрий Зорин Куславккари волейбол командине хăй укçипе тытса тăрать. Кунтах кÿршĕ республикăсен регионти ăмăртăвĕсене ирттереççĕ. Хамăр республикăри шкул ачисем валли уйрăм турнир йĕркеленĕ.

2013 çулта чăваш спортсменĕсем тĕнче шайĕнчи пур ăмăртусенче те вăй виçрĕç. Çиччĕшĕ – Хусанти Универсиадăра. Пуш алăпа таврăнмарĕç: 2 ылтăн, 4 кĕмĕл, 3 пăхăр медаль. Мускаври çăмăл атлетикăн Пĕтĕм тĕнче чемпионатне пирĕн ултă спортсмен хутшăннă. Хальлĕхе аван кăтартусемпе савăнтараймарĕç-ха, çапах наградăсем – малашлăхра. Сочири хĕллехи Олимпиадăра фристайл енĕпе ăмăртнă Елена Муратова пирки те çавнах каласшăн. Пуçламăш утăм пур, чунĕпе хуçăлса ÿкмен, тĕллевĕсем анлă. Çамрăксем пирвайхи кÿренÿллĕ самантсене тÿссе ирттернĕ ĕнтĕ, кулленхи тренировкăра ăсталăха туптаççĕ.

Спорт инфраструктурине тивĕçлĕ шая çитернишĕн мухтанмалла пирĕн. Тĕнче шайĕнчи ăмăртусем Шупашкарта иртнишĕн хĕпĕртемелле. 2013 çулта тĕнчери чи вăйлă парашютистсене хапăл туса йышăнтăмăр. Умра – çĕнĕ стартсем. 2015 çулта Европăри çăмăл атлетсене кĕтетпĕр. 2016 тата 2018 çулсенче республика тĕп хулинче хăвăрт утакансен Тĕнче кубокĕ иртет.

Çак кунсенче Китайран ырă хыпар пĕлтерчĕç. Сумо енĕпе Тĕнче чемпионатне хутшăннă пирĕн маттур хĕр Анастасия Тарасова кĕмĕл медаль çĕнсе илме пултарнă. Эппин, çине тăрса ĕçлесен, çĕнтерÿсем патне çул хыватпăр.

Çакăн йышши сумлă форум унччен Хусанта (2009 çул), Мускавра (2010), Саранскра (2011), Якутире (2012) иртнĕ. Эпир – пиллĕкмĕш.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пысăк форума ирттерессипе çыхăннă пĕтĕм ĕçе вăхăтра, яваплăха туйса пурнăçламаллине палăртрĕ.

Григорий СЛАВИН.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.