Комментари хушас

10 Авăн, 2014

Ӳкерчĕксенче - юратнă республикăмăр

ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви тата Раççей почтин республикăри управленийĕ пуçарнипе Чăваш Енре сувенир продукцийĕн «Чун-чĕререн» конкурсĕ пуçланнă.

Открыткăсемпе конвертсем, маркăсемпе асăнмалăх япаласем хатĕрлемешкĕн Чăваш Республикин хăйне евĕрлĕхне сăнлакан, культура еткерлĕхĕпе, чăваш халăх йăли-йĕркипе паллаштаракан илемлĕ ӳкерчĕксем йышăнаççĕ. Конкурса шкул ачисемпе çамрăк авторсем, профессионал художниксемпе ӳкерме юратакансем хутшăнма пултараççĕ. Темиçе номинаци палăртнă: «Спортпа туслă Чăваш Ен» /«Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форум çывхарнă май/, «Анне, эпĕ сана юрататăп» /Амăшĕн кунне халалласа/, «Эсĕ пĕччен мар»/Ватăсен кунне палăртса/, «Асамлă раштав» /Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсем тĕлне/.

Раççей почтин республикăри управленийĕн общественноçпа çыхăнса ĕçлекен пай ертӳçи Оксана Иванова пĕлтернĕ тăрăх - çакнашкал конкурссем пĕрре мар йĕркеленĕ, акă кăçал Хула кунĕ тĕлне Шупашкар илемне сăнлакан открыткăсем кăларнă. «Вĕсене халăх хапăлласа йышăнчĕ, продукцие çынсем килĕштерсе туянаççĕ. Çавăнпа тата тепĕр конкурс пуçарма шухăшларăмăр. Ку хутĕнче ăна хамăрăн юратнă республикăна халалларăмăр», - терĕ почта ĕçченĕ.

Конкурса ĕçсем килме тытăннă, уйрăмах шкул ачисем хастар. Филиалăн тĕп корпусĕнче хулари 6-мĕш шкулта вĕренекенсен ӳкерчĕкĕсен пĕчĕк куравне йĕркеленĕ. 2-мĕш класра вĕренекен Татьяна Ершова, Анастасия Леонтьева, Яна Кортоус тата Мария Семенова хăйсен ĕçĕсене аслашшĕпе асламăшне, ветерансене тата сумлă ватăсене халалланă.

А.МИХАЙЛОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.