Ӳсĕм çулне тупасчĕ
Сунар лаптăкĕсене хуçа аллине памалла
Республикăри сунар лаптăкĕсен пысăк пайне 2010 çулччен тара илнĕ, анчах ЧР Арбитраж сучĕн йышăнăвне пурнăçласа ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службине тавăрнă юридици вăйĕнчи тытăмсемпе уйрăм предпринимательсене, кайăкçăсене çĕнĕ хыпар пĕлтерес килет: Раççей Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви сунар лаптăкĕсен, вĕсемпе усă курмалли, вĕсене сыхламалли проект схемине çирĕплетнĕ.
"Ăна пĕлтĕр Челябинск облаçĕнчи Миасс хулинчи "Уралти экологи компанийĕ" обществăна укçа тӳлесе тутартăмăр, - пĕлтерчĕ служба ертӳçи Владимир Кузюков. - Унăн специалисчĕсем темиçе уйăх ĕçлесе пĕтĕм документацие хатĕрлерĕç. Ăна килĕштерме Мускава министерствăна ярса патăмăр. Тĕпченĕ хыççăн улшăну-хушăм кĕртме Шупашкара тавăрчĕç. Çĕнетсе каллех çĕр-шывăн тĕп хулине çитертĕмĕр. Иртнĕ уйăхăн 28-мĕшĕнче çавра пичет çапрĕç".
Схемăра сунар хуçалăхĕсен тĕллевĕсене, вĕсене аталантарас, чĕр чунсемпе, вĕсем пурăнакан вырăнпа перекетлĕ усă курас тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем пурнăçламаллине уçăмлатнă. Сунар лаптăкĕсене тара илнĕ юридици вăйĕнчи тытăмсен, уйрăм предпринимательсен кайăкçă хуçалăхĕсене аталантарнă чух ĕçре çак схемăна тĕпе хумалла.
"Документ пирĕн алăра, - терĕ В.Кузюков. - Республикăн Арбитраж сучĕн йышăнăвĕпе арендаторсенчен туртса илнĕ сунар вырăнĕсене тепĕр хут валеçмешкĕн çывăх вăхăтра аукцион ирттерме палăртатпăр. Ăна хăçан йĕркелесси пирки каярахпа уйрăммăн пĕлтерĕпĕр".
Обществăсенчен, пайтаçăсенчен кашни сунарçă çӳреме пултаракан вырăнсене куçнă лаптăксем çывăх вăхăтра каллех тăрăшуллă хуçа аллине лекес шанăç пысăк. Иртнĕ çулсенче вĕсене тытса тăнисем аукцион валеçĕвне вăраха ямалла мар теççĕ, кăçалах йĕркелеме ыйтаççĕ. Кашни кайăкçă сунарта çӳрекен уй-хирте е вăрманта чĕр чунсене пĕрре юлмиччен пĕтернине е сахал хăварнине, арендатор лаптăкĕнче вара нормативра пăхнă чухлĕ çеç тытнине лайăх пĕлеççĕ.
Службăн районсенчи инспекторĕсем çак йĕркесене вуласан мана, тен, кашни кайăкçă кĕрсе çӳреме пултаракан лаптăксем пирки япăх каланăшăн ӳпкелĕç. Эпир вĕсене куçран вĕçертместпĕр, чĕр чунсене служба паракан лицензи чухлĕ кăна тыттаратпăр, браконьерсем тĕлĕшпе протокол çыратпăр тейĕç.
Иртнĕ çулсенче суд йышăнăвне пула служба фондне тавăрнă лаптăксем пирки чылай арендаторпа, инспекторпа калаçрăм. Пурте тенĕ пекех сунар вырăнĕсен ытларах пайне укçаллă предприяти-организацие е пайтаçа тара пама сĕнеççĕ. "Вĕсем кайăкçă хуçалăхĕсене аталану çулĕ çине тăратĕç: вăрманта сунарçăсем валли социаллă çурт-йĕр çавăрĕç, енлĕке ĕрчеме май туса парĕç, браконьерсенчен хӳтĕлĕç, хуçалăхсенче ĕç вырăнĕсем тăвĕç", - теççĕ отрасльшĕн пăшăрханакансем. Вĕсен шухăшĕпе килĕшмесĕр май çук.
Юрий МИХАЙЛОВ