Шупашкарта Чăваш тĕррин наци шкулĕ уçăлчĕ
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2021/11/inshot_20211113_221201366-1.jpg)
Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта Чӑваш тӗррин музейӗнче чӑваш тӗррин пӗрремӗш урокӗ иртрӗ.
Чӑваш тӗррин наци шкулне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. ЧР культура министрӗ Светлана Каликова палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак шкула уҫасси республика ертӳҫи Олег Николаев каланинчен пуҫланнӑ, "Чӑваш тӗрри республикӑри кашни района, кашни яла ҫитмелле", - тенӗ вӑл. Чӑнах та ҫапла пуласса шанас килет.
Ҫак ӑсталӑха вӗренес текен нумай иккен. Хальлӗхе 2 ушкӑн йӗркеленӗ. Анчах урока ҫырӑнас текенсем татах та пур-мӗн.
Пӗлӳ илме пысӑк туртӑм пулсан ҫын вӑрӑм ҫула та ним ӳркенмесӗрех парӑнтарӗ. Акӑ Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан Ольга Логинова инҫе ҫула пӑхмасӑр кашни занятине ҫӳреме палӑртнӑ. Унӑн тӗллевӗ пархатарлӑ: ҫӗвӗҫ профессине алла илнӗскер тӗрӗ ӑсталӑхне вӗренсе ҫак пӗлӗве районта та сарасшӑн.
75 ҫулти Нимфадора Архипова тӗрӗ шкулӗ уҫӑласса пӗлсенех занятисене ҫырӑннӑ. "Эпӗ чӑваш вӗт-ха, манӑн хамӑрӑн тӗрӗ ӑсталӑхне пӗлмеллех", - тет вӑл. Нимфадора Ивановна вӗренӗве ҫырӑннисенчен чи асли. Чи кӗҫӗн вӗренекен вара 13-ре.
Палӑртма кӑмӑллӑ, "Хыпар" Издательство ҫуртӗнче ӗҫлекен Ольга Калитова та - пӗрремӗш вӗренекенсен йышӗнче. Ӑста алӑллӑскер пур ӗҫе те тӗплӗн пурнӑҫлать. Халӗ вара ҫак занятисене ҫӳресен унӑн тахҫанхи ӗмӗчӗ пурнӑҫланӗ - вӑл чӑваш тӗррин ӑсталӑхне алла илӗ.
Занятисем 2022 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче вӗҫленӗҫ. Унта хутшӑннисем сертификатлӑ пулӗҫ.
www.hypar.ru Лариса Петрова сăн ÿкерчĕкĕсем