Комментари хушас

18 Авăн, 2021

ЧР ачасен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗçлекен уполномоченнӑй Алевтина Федорова суйлава хутшӑнчӗ

Чӑваш Республикинчи ачасен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗçлекен уполномоченнӑй Алевтина Федорова паян суйлава хутшӑнчӗ.

- Патшалӑх ӗçне шӑпах çапла майпа хутшӑнма ирӗк парать пире Конституци. Суйлава хутшӑнасси -  кашни çыннӑн гражданла тивӗçӗ, - терӗ Алевтина Николаевна. -Çемьесене тӗревлеме, ачалӑха ырӑ та çутӑ тӗссемпе пуянлатма тӗрлӗ ӗç туса ирттереççӗ паян. Ачасен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗçлекен уполномоченнӑйшӑн çакӑ уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.

- Хула, республика, çӗршыв аталанӑвӗшӗн ырми-канми тӑрӑшакансемшӗн патӑм хамӑн сасса, - палӑртрӗ Алевтина Федорова.

www.hypar.ru Татьяна Наумова сăн ÿкерчĕкĕсем