Комментари хушас

4 Авăн, 2014

АЧА ПĔРРЕМĔШ КЛАСА КАЯТЬ

Çемьере пысăк уяв: вĕсен тĕпренчĕкĕ пĕрремĕш класа каять. Ачашăн та, ашшĕ-амăшĕшĕн те питĕ яваплă тапхăр пуçланчĕ. Халĕ ачан чылай япалана хăйĕн татса пама хăнăхас пулать. Çăмăл мар çĕнĕ тивĕçсене пурнăçламалла, яваплă пулмалла, тимлĕ вĕренмелле, киле парса янă ĕçсене пурнăçламалла, кружока çÿремелле. Ку пĕчĕк шкул ачин организмĕшĕн, уйрăмах нерв тытăмĕпе шăмă-мышца тытăмĕшĕн, пĕртте çăмăл мар. Унăн нерв тытăмĕ вара аталансах çитмен-ха. Çак лару-тăрура ашшĕ-амăшне куна тĕрĕс йĕркелени пулăшать.

Ачан ялан пĕр вăхăтра выртмалла, пĕр вăхăтра тăмалла. Ăна ирхи гимнастика тума, пит, алă, ура çума, шăл тасатма хăнăхтармалла. Сывлăхĕшĕн мĕнле апатланни те пĕлтерĕшлĕ. Апат тутлăхлă, çителĕклĕ пулмалла, ăна вăхăтра çитермелле. Унăн виçи ача тăкакланă энергие тавăрма кăна мар, тĕрĕс ÿсме тата аталанма кирлĕ чухлĕ те пулмалла.

Вăхăта туйма та вĕрентмелле. Халĕ унăн шкулта кашни ĕçе пĕрремĕш кунранах пĕтĕм класс хăвăртлăхĕпе пурнăçлама тивет. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕн ăна вĕренме, канма, уçăлса çÿреме, çывăрма ятарласа уйăрнă вăхăта пăхăнмалли, ун чухне пурин валли те вăхăт çитме пуçласси пирки ăнлантармалла.

Кирек хăш кун йĕркинче те яланах шута илмелли тĕп принципсем пур: ĕçпе канăва, апатланăва, ыйха тĕрĕс черетлени. Ачан кирек мĕнле çанталăкра та кунне 2 сехетрен кая мар урамра уçăлса çÿремелле. Уçă сывлăшпа хускану унăн сывлăхĕшĕн çав тери усăллă.

Шкул ачин хăйĕн ĕç вырăнĕ пулсан лайăхчĕ. Вырăн пур тăк çыру сĕтелĕ е ача партти туянмалла. Енчен те пысăк сĕтел хушшинче урок тума тивсен пукана ача çÿллĕшне кура майламалла, ура айне пĕчĕк тенкел лартмалла.

Сĕтеле чÿрече патне çутă тÿрĕ е сулахай енчен лекмелле лартмалла. Каçхине 75 Вт лампăчкăллă сĕтел çи лампипе урок тутăр. Лампа çути сулахай енчен ÿктĕр, куçа ан шартартăр. Полировкăпа витнĕ е кĕленче хунă сĕтел хушшинче ĕçлесе ларни сиенлĕ, мĕншĕн тесен вĕсен çути йăлтăртатса куçа лекет. Çавăнпа урок тунă чухне сĕтеле йăлтăркка мар симĕс хутпа витме сĕнеççĕ. Сĕтел хушшинче тĕрĕс ларсан тата çутă çителĕклĕ чухне куçпа кĕнеке е тетрадь хушши 30-35 сантиметр пулмалла. Ачан заняти вăхăтĕнче тÿрĕ, пукан хыçне тĕревленсе, пуçне кăшт малалла пĕксе, кăкăрпа сĕтеле перĕнмесĕр лармалла. Алăсене сĕтел çине меллĕ хумалла, чавсасем аялалла усăнса тăмалла мар, ура лапписемпе урайĕнчен тĕревленмелле.

Ку та пĕлтерĕшлĕ: телевизор кунне 25-30 минут пăхни çителĕклĕ. Ачан телевизортан унăн экран диагональне пиллĕк çине хутласан пулакан инçĕшĕнче лармалла. Компьютер пирки калас тăк ун умĕнче кунне 25-30 минут /телевизор пăхас вырăнне/ ларма юрать. Монитор экранĕ куçран 50-70 сантиметрта пулмалла. Пÿлĕмре çутă çителĕклĕ кирлĕ. Çурăма кукăртса ларасран асăрханăр.

Ача тÿрĕ кĕлеткеллĕ ÿстĕр тесен çи-пуçне те, атă-пушмакне те тĕрĕс суйласа туянмалла. Çи-пуçĕ кĕлеткин виçипе шайлашса тăтăр, таса, меллĕ пултăр. Ытлашши асли е тăвăрри илемсĕр кăна мар, кансĕр те, кĕлеткене тĕрĕс аталанма чăрмантарать. Пушмакĕ çăмăл, çемçе, 1,2 сантиметр çÿллĕш кĕлеллĕ кирлĕ.

Ранец аванрах. Вăл хул пуççисене пĕрешкел тиевпе тивĕçтерет, çурăм шăмми кукăрăласран хÿтĕлет. Ранецăн тĕрĕс виçи: хул пуççисенчен 3-4 сантиметр ытла мар сарлакарах тата пилĕкрен 5 сантиметр ытла мар аяларах. Урăхла пулсан кĕлетке тÿрĕлĕхĕшĕн сиенлĕ.

Ачăра ÿт-пĕвне, шкул формине хăй тĕллĕнех тасалăхра тытма хăнăхтарăр. Шкултан таврăнсан тÿрех килти çи-пуç тăхăнтăр. Вăл меллĕ, ирĕклĕ, çăмăл пулсан ача лайăх канма пултарĕ.

Çул çинчи хăрушсăрлăх правилисене хисеплеме вĕрентĕр, йĕркене хăвăр та ан пăсăр. Ача сире курса вĕреннине ан манăр.

Пĕрремĕш çул вĕреннĕ чухне ачана мĕнле амаксем çыпăçма пултараççĕ?

Миопи /куç çывăха кайни/, гастрит, кĕлетке кукăрăлни. Унтан - вĕтĕ юн тымарĕсен дистонийĕ, невроз, физкультура урокĕнче е тăхтав вăхăтĕнче аманни. Унсăр пуçне ача темиçе хут инфекци чирĕсемпе аптрама пултарать.

Куç чирĕсенчен пĕрремĕш вырăнта миопи тăрать, ун хыççăн - куç аякка кайни, астигматизм. Сăлтавĕсем - шкулта, килте вуланă-çырнă чухне куçа йывăр тивни, компьютер, телевизор, электрон теттесем. Йăх тăсăмĕ пысăк вырăн йышăнать. Ача куçне хĕссе пăхать, кĕнекене пичĕ патнех илсе пырать, куç ыратни пирки ÿпкелешет пулсан тухтăр патне каймалла.

Çак амакран мĕнле хÿтĕленмелле-ха?

Ачапа куллен куç мышцине ĕçлеттерекен гимнастика тумалла. Ун пирки окулистпа канашламалла. Ĕç вырăнне малта палăртнă пек тĕрĕс йĕркелемелле. Шкултан таврăннă ачан киле панă ĕçсене тума лариччен пĕр сехетрен кая мар канмалла. Компютерпа ĕçлемелле тĕк офтальмологсем палăртнă йĕркене пăхăнмалла, монитор умĕнче 30 минут çеç лармалла.

Гастрит. Тăрăшса, питĕ тимлĕ вĕренекен, анчах шкулта вĕри апат çимен, чипссемпе булкăсем çырткаланипех çырлахакан ачан гастрит аталанас хăрушлăх пысăк. Хырăм кÿпĕнни, ăш пăтранни, какăртни пирки калать пулсан гастроэнтеролог патне каймах тивет.

Мĕнле хÿтĕленмелле?

Апатлану йĕркине пăхăнмалла. Ача кружока е хушма занятие çÿрет тĕк уйрăмах тимлĕ пулăр.

Тĕпрен илсен, килте хатĕрленĕ апат çитерсен лайăхрах. Ан манăр, ача хырăмĕ çуллă, тĕтĕмленĕ, ăшаланă, пăрăçлă çимĕçсене йĕркеллĕ ирĕлтереймест-ха.

Ача питĕ хăвăрт пăлханма тытăнать е ытла туйăмлă пулсан лăпкă лару-тăру йĕркелеме тăрăшмалла, вара вар-хырăмĕ те аптратма пăрахĕ.

Кăкăр хĕртнин малтанхи паллисене асăрхасанах тухтăр патне сывлăха тĕплĕ тĕрĕслеттерме каймалла.

Кĕлетки тÿрĕ мар. Айăпĕ - шкулта парта тата килте çыру сĕтелĕ хушшинче тĕрĕс мар ларни, йывăр портфель е виçеллĕ мар ранец, е пĕр хул пуççи урлă çакса çÿремелли сумка, шайлашусăр сĕтел-пукан, сахал хускални, çавна пула çурăмăн мышца корсечĕ вăйсăрланни.

Мĕнле хÿтĕленмелле?

Тимлĕ сăнамалла: ача çурăмне тÿрĕ тытса, хул калакĕсене сарса, хырăмне шалалла туртса, пуçне çĕклесе уттăр.

Тимлĕ сăнамалла: ачана креслăра ларса е диван çинче выртса урок тума памалла мар - сĕтел хушшинче кăна.

Шкул ачине ортопеди матрасĕ çинче çывăратсан тĕрĕсрех.

Спортпа физкультура çурăмшăн уйрăмах паха.

Респираторлă чирсем. Хупă, сайра уçăлтаракан пÿлĕмсенче ачасем нумай пухăнни пĕр-пĕрне вируссем куçассине вăйлатать. Хăшĕсем сунасланипех, ÿсĕрнипех шкула пыраççĕ... Час-часах чирлекен ачана кун пек чухне чир уйрăмах хăвăрт çакланать. Иммунитет вăйлă ачасем вара аптрамаççĕ.

Мĕнле хÿтĕленмелле?

Ачана аллине супăньпе час-часах çума, кил тулашĕнче дезинфекцилекен салфеткăпа усă курма, пите таса мар алăпа перĕнесрен асăрханма вĕрентмелле. Иммунитета çирĕплетмелле. ОРВИн малтанхи паллисене асăрхасанах тата сывалсах çитмен пулсан ачана шкула ямалла мар. Пирĕн сĕнÿсемпе усă курса тĕпренчĕкĕре пĕлÿ тĕнчине илсе пыракан çула çăмăллатма пулăшасса шанатпăр.

 

Мария ТОЯБИНСКАЯ,

республикăн вăй-хала
аталантаракан центрĕн
методист тухтăрĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.