УКОЛ ХЫÇÇĂНХИ МĂКĂЛЬРЕН
v Шурă купăста çулçине çĕçĕпе каскаласа йĕрлемелле, мăкăльлĕ ÿт çине хурса çирĕплетмелле, çаплах çĕр каçмалла. Купăста çулçине пыл сĕрсен тата витĕмлĕрех.
v 1 апат кашăкĕ услам çăва 1 апат кашăкĕ пылпа, 1 çăмарта саррипе хутăштармалла, çăнăх ярса çемçерех чуста çăрмалла. Çĕрлене хирĕç çак чустаран йăваланă пашалăва укол хыççăн хытнă ÿт çине хурса çирĕплетмелле. Лайăхрах ăшăнма целлофанпа витме юрать. Темиçе каç сипленмелле.
v Тăварланă хăяра мăкăль пысăкăш çаврашкасем туса касмалла, сиенленнĕ тĕле хурса пластырьпе çирĕплетмелле. Процедурăна çĕрлене хирĕç тусан лайăхрах. Ир енне мăкăль çухалма кирлĕ. Пĕтмесен тепĕр процедура ирттерĕр.
v Çĕр улми те çакăн пек витĕмпе палăрса тăрать. Çунă чĕрĕ çĕр улмине çурмалла касса мăкăль çине шал енĕпе хумалла.
v Укол хыççăнхи мăкăле кирек мĕнле крем, вазелин е çу сĕрмелле. Çиеле прополисăн спирт настойкинче йĕпетнĕ бинт хумалла. Полиэтиленпа витмелле. Компреса пĕр каç тытнипех мăкăльрен хăтăлма пулать.
v Вĕри шывра йĕпетнĕ пир салфеткăна хуçалăх супăнĕ сĕрсе мăкăль çине хумалла. Çак меслетпе сываличченех сипленмелле.
v Хытнă вырăна е мăкăле пыл сĕрмелле, çиелтен хупах çулçипе витмелле.
v "Пошехонский" сыра çÿхен касмалла, çĕрлене хирĕç сиенленнĕ тĕле хурса лейкопластырьпе çирĕплетмелле. Ирхине илмелле те мăкăле "Риванол" эмелпе сăтăрмалла. Каçхине процедурăна çĕнĕрен тумалла. Çапла - сываличченех.
v Мăкăль çине кефир сĕрнĕ пир салфетка хумалла, лейкопластырьпе çирĕплетмелле.
v 1 стакан шыва 1 десерт кашăкĕ апат соди ярса ирĕлтермелле. Унра йĕпетнĕ салфеткăна, мамăка е бинта мăкăль çине çĕрлене хирĕç хумалла, ăшă япалапа витмелле, лейкопластырьпе çирĕплетмелле.