Комментари хушас

17 Авăн, 2021

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова сасăлав участокне çитсе граждан тивĕçне пурнăçланă

Суйлава виçĕ кун ирттернине чылайăшĕ ырласа йышăнни палăрчĕ. Ак РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова та ку ĕçе паянах пурнăçлас тенĕ. Алена Игоревна хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ:

- Эпĕ суйлава, манăн шухăша ыйтнине питĕ кăмăллатăп. Уйрăмах шухăша хамран кăна мар, Патшалăх Думин представителĕ пек ыйтнине юрататăп. Манăн шухăшпа, пĕрле канашлани кашни çыннăн кăмăлне каять. Шăпах çавăн пек тăвать пирĕн çĕршыв, унта халăх – влаçăн тĕп çăл куçĕ. Çавăнпа çынсем суйлав участокне пырса хăйсен шухăшне¸ вăл е ку кандидата шаннине пĕлтерни пĕлтерĕшлĕ. Политика партийĕн представителĕ пулнă май, маншăн ку хумхануллă, мĕншĕн тесен тивĕçлĕ кандидатсем пулччăр тесе нумай ĕç пурнăçланă. Кандидат нумай, конкуренци пысăк. Суйлав йĕркеллĕ иртнине, çынсемшĕн хăтлă пулнине куратăп. Бюллетеньсене панă чухне вĕсем мĕншĕн тăваттă пулнине ăнлантараççĕ, суйлавăн икĕ шайĕ вĕт-ха: РФ Патшалăх Думи тата ЧР Патшалăх Канашĕ. Кашни шай валли икĕ бюллетень панă чухне ăнлантараççĕ, мĕншĕн тесен çынсем арпашăнса кайма пултараççĕ. Манăн участокра КОИБ /автомат мелĕпе вулакан хатĕр/ лартнă. Хăш-пĕр учаcтокра витĕр курăнакан ещĕксем те пур. Суйлав виçĕ кун пыни меллĕ. Виçĕ куна тăсăлакан «шăплăх кунĕнче» çын хăйĕн шухăшĕсемпе пĕччен пулма, кандидатсен программисене тепĕр хутчен пăхса тухма пултарать. Йăлтах штат режимĕнче пурнăçланса пынине куратăп. Чăваш Ен Раççейре каллех топ-5 йышне кĕрсен аван пулĕччĕ. Пĕлтĕр сасăлав пĕтĕмлетĕвĕпе республика 4-мĕш вырăнта пулчĕ. Ун чухне Чăваш Ен сасăлав уçă, таса, ăнăçлă иртнипе палăрчĕ. Йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулман темелле. Хальхинче Владимир Путинăн шанчăкне тÿрре кăларасчĕ.

www.hypar.ru Ирина Алексеева сăн ÿкерчĕкĕ тата видео