Комментари хушас

4 Авăн, 2014

«Çул-йĕр правилисем çамрăк çуран çÿрен куçĕпе»

пултарулăх ĕçĕсен республика конкурсĕ

Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 25-мĕшĕччен «Çул-йĕр правилисем çамрăк çуран çÿрен куçĕпе» пултарулăх ĕçĕсен республика конкурсĕ пырать. Ăна Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен вулавăшĕн тата Елена Светлая çыравçăн «Чăваш Енĕн çамрăк çул çÿренĕсем» проекчĕпе килĕшÿллĕн, «ЛУКОЙЛ» уçă акционер обществин пулăшăвĕпе ирттереççĕ.

Конкурса шкул çулне çитмен тата шкула çÿрекен вун пилĕк çултан кĕçĕнрех ачасем тата аслисем (номинацисемпе килĕшÿллĕн) хутшăнма пултараççĕ.

Ĕçсене çак темăпа хатĕрлемелле – çул-йĕр правилисем, ачасене çул çинче суранланасран асăрхаттарасси.

Конкурс номинацийĕсем:

Ачасем валли (вунă çултан кĕçĕнрех, вун пĕр çултан вун пиллĕкчен):

– Ӳкерчĕк;

– Литература хайлавĕ (юмах, калав, сăвă, кулăшла заметкăсем, тупмалли юмахсем, такмаксем т.ыт.те);

– Алăпа ăсталанă япаласем;

– Ача садне, «Манăн хăрушлăхсăр çул» шкула çитмелли маршрут хучĕ.

Аслисем валли:

– Чи лайăх сценари;

– Чи лайăх мероприяти;

– ÇÇХПИ çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха пропагандăлассипе ĕçлекен чи лайăх инспектор.

Ĕçĕрсене кăçалхи авăн уйăхĕн 25-мĕшĕччен хăвăр пурăнакан вырăнтан инçех мар вырнаçнă ача-пăча вулавăшĕ-сене кĕртсе пама пултаратăр:

– Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен вулавăшĕ (Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Шупашкар районĕсем, Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хулисем);

– Элĕкри ача-пăча вулавăшĕ (Элĕк, Вăрнар, Йĕпреç, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне районĕсем);

– Патăрьелти ача-пăча вулавăшĕ (Патăрьел, Канаш, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсем, Канаш хули);

– Çĕрпÿри ача-пăча вулавăшĕ (Куславкка, Вăрмар, Çĕрпÿ, Тăвай районĕсем);

– Çĕмĕрлери С.Я. Маршак ячĕллĕ ача-пăча вулавăшĕ (Улатăр, Пăрачкав, Çĕмĕрле районĕсем, Улатăрпа Çĕмĕрле хулисем).

Конкурса 2014 çулхи юпа уйăхĕнче, «Çул-йĕр азбуки» хăрушсăрлăх эрнинче пĕтĕмлетĕç.

Конкурс йĕркипе тĕплĕнрех Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен вулавăшĕн сайтĕнче http://www.chuvrdub.ru – «Чăваш Енĕн çамрăк çул çÿренĕсем» баннерта, «Конкурссем» пайра паллашма пулать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.