Комментари хушас

12 Авăн, 2021

Теплоходра сывлӑха тӗрӗслерӗҫ

Паян Шупашкарти юхан шыв портĕнче "Cывлăx xумĕ" акци иртет. Кăçaлхипе пирĕн хулара  15-мĕш хут.

Çĕршывăн чи чаплă медицина центрĕсен тухтăрĕсем çӳллĕ шайри технологи диагностикин оборудованийĕ вырнаçтарнă "Северная сказка" теплоходпа кăнтăрлахи 13.00 сехет тĕлне килсе чарăнчĕç. Хăнасене ЧР сывлăx cыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Шупашкар хулa  администрацийĕн пуçлăxĕн заместителĕ Ольга Чепрасова тата пултарулăx yшкăнĕceм кĕтсе илчĕç.

Акци тĕллевĕ: çyралнăранпах чĕре патологиллĕ, начар илтекен, япăx куракан, пĕтĕмĕшле чир-чĕрпе аптăракан ачасене пулăшасси. Теплоход юхан шыв портĕнче паян каçхи 19.00 сехетченех тăрать. Консультаци илме, çӳллĕ шайри тухтăрсем патĕнче тĕрĕcленме  республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çĕр-çĕр ача килнĕ. Чирлисен йышĕнче кyршĕллĕ Йошкар-Оларан çитнисем те пурччĕ. Вĕсене те хаваспах йышăнчĕç.

www.hypar.ru Елена Атаманова сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: