Комментари хушас

Тĕрлĕрен вĕсем – сукмаксем: уйри сукмак, вăрманти, пахчари... Вăрăмми те, кĕски те... Утсан-утсан пач çухалаканни те, аслă çул çине илсе тухаканни те...

Мĕнле сукмакпа кăна утса курман-ши хăйĕн ĕмĕрĕнче Акулина Ивановна? Ялти пек каласан – Кулине. Пĕрисем ăна Кулине аппа, теприсем Кулине инке, виççĕмĕшĕсем Акулина Ивановна тесе чĕнеççĕ. Хĕрĕх çул ытла вăл фермăра тăрăшнă. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр, кану мĕнне ас тивсе курмасăр. Çав вăхăтрах килти ĕçе те тумалла пулнă вĕт: ачи-пăчи, выльăх-чĕрлĕхĕ... Халĕ çитмĕлтен иртнĕскер тивĕçлĕ канура. Ĕмĕрне пĕчченех ирттерет. Упăшкине иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенчех çăва çине ăсатма тивнĕ. Ăна вăрçă суранĕ кăшласа янă. Ачи-пăчи тахçанах йăваран тухса вĕçнĕ.

Кулине – питĕ тирпейлĕ хĕрарăм. Тасалăха, перекете, çирĕп йĕркене юратать. Çынсем алăри пÿрнесем пекех тĕрлĕрен çав.

Кулинен кÿрши Укахви унпа пĕр çулхискерех, Сĕнтĕр тăрăхĕнчен качча килнĕскер, питĕ тирпейсĕр хĕрарăм. Ун патне кĕрсен тÿрех каялла çаврăнса тухса каяс килет. Фуфайкине хывмасăрах çывăрать. Çипуçĕ латти çук. Тĕлĕнетĕн çакăн пек наянсем пурринчен.

Укахвие тирпейсĕр пулнăшăн ĕмĕр тăршшĕпех ятлаçать Кулине. Акă каллех ăна курчĕ те тулхăрса кайрĕ. "Ара, мĕнле çапла йĕркесĕр, тĕлли-паллисĕр пулмалла? Тутăрна мĕншĕн çуса çыхмастăн? Çынран намăс".

Укахви, тытăнчăклă, пĕр сăмаха темиçе хут каласа пуплекенскер, тÿрре тухасшăн пулмарĕ, кÿршине хăнăхнă йăлапа тавăрчĕ: "Ман, ман туттăрпа хуçа ан пул".

Кулине тантăшĕн чунне урăх "ыраттарса" тăмарĕ, алă сулчĕ те хăйĕн пахчине кĕчĕ.

Çапах та кÿршĕ-аршăпа пач калаçмасăр-хутшăнмасăр пурăнаймастăн-çке. "Лайăх кÿршĕ тăванран та хаклă", – теççĕ вĕт. Укахви лайăххисен шутĕнче мар пулин те, кÿршĕ – кÿршех.

Пĕр кунхине Кулине хаçатра çĕрпе перекетлĕ усă курмалли пирки статья вуларĕ те ăна канăçсăрлăх пусса илчĕ. Çĕрле те ретлĕн çывăраймарĕ. Çĕр-шывĕпе мĕн чухлĕ çĕр усăсăр выртать пулĕ? Тăван тăрăхра та колхоз арканнă хыççăн акман уйсенче мăян-пиçен, хупах чашкăрса ÿсет. Темиçе çул каялла Кулине çулла ĕне касăвне кайсан курнăччĕ: шап-шур виткĕç витнĕ пек хĕвел питĕнче пĕр уй шур чечек ларать. Салтак тÿмине кам тăрăшса акса тухнă-ши? Чăнах, ятарласа акнă тейĕн. Ура пусма пушă вырăн çук...

Арканнă фермăсен таврашĕнче тата?! Вĕлтĕрен, куршанак, пиçен, мăян вăрман пек кашласа ларать. Мĕнле чăтса пурăнатпăр тулĕк? Йĕркесĕрлĕх мар-и ку?

Ăна хăти патне Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Мишеркассине хăнана кайни аса килчĕ. Мĕн тери ĕçчен те тăрăшуллă, перекетлĕ çын вăл! Ун анкартинче усăсăр выртакан çĕр пачах та çук. Тĕрлĕрен пахча çимĕç, улма-çырла ÿстерет. Пăхса хĕпĕртемелле. Анкартинчи сукмакĕ таранах тирпейлĕ. Кÿршипе иккĕшĕ икĕ сукмакпа мар, пĕррепе килĕштерсе утаççĕ. Çĕр усăсăр выртмасть.

"Ара, сукмак тенĕрен, пирĕн те анкартинче пĕр сукмак тумалла мар-и? Мĕн чухлĕ çĕр перекетленĕ. Халь ак юнашар ик сукмакпа утатпăр. Пĕрер касă çĕр улми лартсан та усă пулмалла...", – шухăшларĕ Кулине.

Ирхине вăл çак ыйтăва хускатма тесе ятарласа кÿрши патне каçрĕ. Кулинене итлесе те пĕтермерĕ Укахви: "Сана çĕр çитмест-и? Кирлĕ тĕк кай та ил, халь ав гектарĕ-гектарĕпех параççĕ. Эс ман сукмака ан тĕкĕн. Унпа хам хуçа", – тесе пĕр тытăнчăксăр çатăртаттарса тавăрса хучĕ.

 

Валерий МУРАВЬЕВ.

Валерий МУРАВЬЕВ
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.