Комментари хушас

2 Утă, 2021

Коронавируспа чирлес марччĕ

Людмила Титова, Элĕк районĕнчи Пĕчĕк Кăканар ялĕнче пурăнаканскер:

— Эпĕ коронавируспа чирлемен. Çак чир мана шиклентерет. Епле хăрушă пулнине курса ĕнентĕмĕр, вилекен те сахал мар пулчĕ. Эпĕ килте кăна ларма хăнăхман, час-часах хĕрĕм патне Вăрнара çӳретĕп. Ялта вăталăх ывăлпа тата унăн çемйипе пурăнатăп. Вĕсем те пĕрмай тухса çӳреççĕ, киле чир ертсе килме те пултараççĕ.

Вакцина пирки темĕн калаçакан та пур. Эпĕ нумай шухăшласа тăмарăм, çын сăмахне хăлхана чикмерĕм, коронавирусран тăвакан прививкăн икĕ тапхăрĕ витĕр те тухрăм. хама аванах туйрăм: ӳт температури хăпарман, пуç ыратман. Кил-тĕрĕшре тулли кăмăлпах ĕçлерĕм. Вакцинациленни хамăра шанчăклăрах туйма пулăшать. Сывлăх нимрен хаклă, вăл хамăр алăра, çавăнпа та ăна упрамалла. Çулсем шăваççĕ, кăçалхи ака уйăхĕнче 70 çул тултартăм. Çут тĕнче илемлĕ, ачамсемпе, мăнуксемпе савăнса пурăнас килет.

www.hypar.ru

Рубрика: