Комментари хушас

14 Çу, 2021

Юбилей каçĕ иртрĕ

Çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче ЧР тава тивĕçлĕ артисткин Александра Зайцевăн юбилей каçĕ иртрĕ.

Александра Николаевна 1961 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шăмăршă районне кĕрекен Палтиел ялĕнче кун çути курнă. 1983 çулта М.Щепкин ячĕллĕ театр училищинчен вĕренсе тухнă. Шăпах çав çултанпа К.Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх академи драма театрĕнче вăй хурать те. Çак тапхăрта тĕрлĕ енлĕ нумай сăнар калăпланă вăл.

Сумлă артисткăна уявпа хисеплĕ ĕçтешĕсем, чи çывăх çыннисем, хаклă тус-юлташĕ, ентешĕсем, юратнă куракансем саламларĕç.

www.hypar.ru Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: