Комментари хушас

23 Çурла, 2014

Сăри кăпăклă, хуçи кăмăллă

Этемĕн çунат çук тетпĕр те, унсăрах тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне çитме мехел тупать вăл. Ÿссе çитсе çунат сарсан пур ача та килтен вĕçсе тухать. Элĕк районĕнчи Шăлан ялĕнче кун çути курнă Зоя Эриверт та /упăшкин хушамачĕ/ шăпа хăйне инçетри Красноярск крайне илсе çитересси пирки шухăшлама та пултарайман-тăр. Шел, çемйипе пĕр вăхăт унта тĕпленсе пурăннă хыççăн синкерлĕ сăлтава пула хĕрарăмăн çуралнă тăрăха таврăнма тивет. Вĕрентекен профессине алла илнĕскер шкулах ĕçлеме вырнаçать.

Лайăх çын хыççăн кирек ăçта та лайăх йĕрех юлать пулĕ çав. Тăван кĕтесре тĕпленнĕренпе 20 çул иртнĕ хыççăн Зоя Никитична патне хыпар çитет - юлташĕ, упăшкин тăванĕ, ĕçтешĕ Татьяна Поведа хăй уншăн тунсăхланине, çывăх вăхăтрах пырса курас кăмăлĕ пуррине пĕлтерет. Мĕнех, чăваш хĕрарăмĕ хăнана хапăл. Чи хаклă хăнашăн тĕпелте вырăн яланах пур унăн, апат-çимĕçĕ те хатĕр, вĕри яшки пăсланать, сăри чăшлатса кăпăкланать...

Чун каниччен калаçнă хыççăн хăнана вырăнти паллă вырăнсемпе паллаштарама шухăшлаççĕ. Хамăр хăнăхнă та - нимĕн курмалли те çук пек, анчах та айккинчен килнĕ çын йăлт урăх куçпа хаклать иккен. Татьяна Ивановна Красноярск крайĕнчи Çĕнĕ хула текен поселокран Элĕк çĕрне хĕрĕпе тата мăнукĕпе килсе çитет. Чăваш Енре вĕсем - пĕрремĕш хут. Пĕтĕм хыпар-хăнар - пасарта, Элĕкре кĕçнерни кун пуçтарăнать вăл. Унти шăв-шавран ывăннă хыççăн хăнасем кăсăклансах вырăнти тавра пĕлÿ музейĕпе паллашаççĕ. Тăван тăрăх çинчен тавра пĕлÿ музейĕнчен ытларах ăçтан тупăн информаци? Чăваш хĕрарăмĕн тĕрĕллĕ кĕпи уйрăмах тыткăнлать аякран килнисене. Алă ăстисен пултарулăхĕнчен тĕлĕнсе тыта-тыта çавăра-çавăрах пахалаççĕ вĕсем япаласене. Татьяна Ивановна хăй те педагог пулнă май чăваш халăхне çутта кăларнă И.Яковлев пурнăçĕпе кăсăкланать.

Малалла çул Шĕнтреше выртать - кунта сăваплă çăл куç пур. Хăни хаклă пулсан та халĕ килсерен урхамах кĕçенсе тăмасть вĕт - мĕнпе илсе çитермелле хайхискерсене? Эй, ара, халĕ ялта такси килĕренех тенĕ пек вĕт - мотоблокпа лартса каяççĕ хĕрарăмсене. /Кил хуçи хăй вара çак транспорт пирки шÿтлесе “ялти мерседес” тет/. Çуллахи шăрăхра та техĕмлĕ те сивĕскерте хăнасем хаваспах чăмпăлтатса тухаççĕ. Çакăн хыççăн кăмăл уçăлса кайнине, сывлама çăмăлланнине, ÿчĕ яланхи пек мар çемçе пулнине асăрхать хăна. Хăйне çĕнĕрен çуралнă пек туяканскер хавхаланса кайнипе çăл куç шывне пĕрле илме ыйтать, кунта пурăннă 10 кунра çавна кăна ĕçет.

Чăваш пурнăçĕпе кăсăкланнине кура хăнасене халăхăмăрăн йăли-йĕркипе çывăхрах паллаштарма тĕв тăваççĕ. Зоя Никитичнăн Кураккасси ялĕнче пурăнакан аппăшĕпе юлташĕсем “Тарават” ушкăн йĕркеленĕ-мĕн. Вĕсем авалхи юрăсене çĕнĕрен чĕртме тĕв тунă. Ял-ял тăрăх çÿресе концерт та йĕркелеççĕ. Мĕншĕн ăна Шăланра кăтартмалла мар? Хăй тĕллĕн тенĕ пек пуçланнă уява Шăлансем, ахаль те пĕр çемьери пек пурăнаканскерсем, ялĕпех хутшăнаççĕ. Хăнасене те аякран кăна пăхса тăма ирĕк памаççĕ, чăваш çи-пуçне тăхăнтартса пĕрле ташлаттарса юрлаттараççĕ. Сĕтел ури авăнать, туй юрри шăранать, пички-пичкипе сăра юхать - анчах халăх ÿсĕр мар. Тĕлĕнет Поведа - мĕнле-ха капла? Тĕлĕнмелли тата малалла иккенне сисмест-ха хăна.

Каярахпа кил хуçин аппăшĕ Люся патне те çитсе кураççĕ хайхисем. Пÿрт тулли - тĕрĕ... Куç-пуç алчăрать. Картиш тулли - выльăх. Пахча тулли - çимĕç. Çитменнине, пĕр килте кăна мар - ялĕпех çапла. Вăт, чăваш! Ĕçлеме те, канма та пĕлет.

Сыв пуллашас умĕн хăнасене, килĕшсе кайнине кура, Зоя Никитичнăн амăшĕ Мария Гавриловна хăй тĕрленĕ чăваш кĕпине парнелет. “Хамăр тăрăха таврăнсан пирĕн Зоя мĕнле пурăннине пурне те каласа паратăп”, - савăнăçне, пăлханнине пытараймасть Татьяна Ивановна.

...Хăвăрт иртет хăнари вунă кун. Кăшт вăхăтран Красноярскран хыпар çитет: “Тĕлĕнмелле ырă кăмăллă та ĕçчен халăх-мĕн - чăваш, - Татьяна Ивановна туйăмĕсене пĕлтерме васкать. - Тепре хăçан пулса курăпăр сирĕн тăрăхра - паллă мар. Кашнин пичĕ çинче çиçекен йăл кулă пирĕн чунсене яланах ăшăтса тăрĕ”.

Рита АРТИ.

Зоя Эриверт архивĕнчи сăн ÿкерчĕксемпе усă курнă.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.