Комментари хушас

22 Çурла, 2014

Укроп - пахчари эмел

Укроп тутлă шăршăллă ÿсен-тăран пулнине пурте пĕлетпĕр. Унпа апат-çимĕç хатĕрлетпĕр, хăяр-помидор тăварланă чухне усă куратпăр. Çынсем тата ăна пахчара ÿсекен эмел теççĕ. Мĕншĕн çавăн пек мухтаççĕ ăна.

С.КИРИЛЛОВА.
Шăмăршă районĕ.

Укроппа апат-çимĕç хатĕрленĕ чухне техĕмлетме анлăн усă куратпăр. Унсăр пуçне укроп сиплĕ çимĕç те, вăл тĕрлĕ чир-чĕрпе кĕрешме пулăшать.

- Манăн пÿре лайăх ĕçлемест, - тет Татьяна Викторова пенсионерка. - Çавна пула организмра шыв нумай пухăнать, урасем тăртанаççĕ. Çуркуннеренпех пахчари ешĕл укропа çиме пуçлатăп, шыçă чакать. Çак курăка кашни кун çинĕ вăхăтра урасем пачах тăртанмаççĕ.

Типĕтнĕ укропра эфир çăвĕсем лайăх упранса юлаççĕ. Ку тĕлĕшпе нумай çул сăнаса пынисем çапла вĕрентеççĕ, типĕтмелли укропа турамалла мар, хулăн тунасенчен иртмелле те тĕттĕмрех çĕрте типĕтмелле. Кун пек чухне укропри эфир çăвĕсем чакмаççĕ. Типнĕ укропа тĕттĕм çĕрте пир хутаçра е тĕксĕм кĕленче савăтра упрамалла.

Укроп вăррин шывĕпе пÿрери чулсенчен, шăк хăмпин чирĕнчен, вар-хырăмăн ытти чирĕсенчен сипленме усă кураççĕ.

Пĕр апат кашăкĕ укроп вăррине пĕр стакан вĕрекен шыва ярăр. Çулăм çинчен илсе 10-15 минут алшăллипе хупласа тытăр, сĕрсе тăрăлтарăр та кунне 5-6 хутчен 30-40 грамм ĕçĕр. Çак шĕвек вар-хырăм ĕçне лайăхлатать, апата ирĕлтермешкĕн пулăшать.

Пÿре чулĕ чирĕнчен сипленме укроп вăрри, хупах тымарĕ, шăлан çырли, кишĕр вăрри, сив курăкĕн тымарĕ кирлĕ. Вĕсене пĕрер апат кашăкĕ илĕр, икĕ апат кашăкĕ типĕтнĕ пилешпе хутăштарăр. Çак хутăшран пĕр апат кашăкĕ ăсса илĕр те пĕр стакан вĕрекен шыва ярăр, савăта алшăллипе хупласа 2 сехете яхăн тытăр, унтан 5-7 минут вĕретсе илĕр - шĕвек усă курма хатĕр. Апат хыççăн кунне виçĕ хутчен ăшăлла çуршар стакан ĕçмелле.

Гипертонипе атеросклероз чирĕсем аптратнă вăхăтра тата пуç ыратнă чухне укроп вăрринчен чей вĕретсе ĕçни пулшать. Ун пек чухне пĕр чей кашăкĕ укроп вăррине пĕр стакан вĕри шывра 10 минут тытмалла, сĕрсе тăрăлтарсан ирхине тата каçхине çуршар стакан ĕçмелле.

Укроп шывне ыйхă канлĕ мар вăхăтра, час-часах пăлханма тытăнсан, канăçсăрлансан çывăрас умĕн ĕçсе выртма сĕнеççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.