Комментари хушас

22 Пуш, 2021

Хăтлăха лайăхлатмалли ыйтусем

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Çĕнĕ Шупашкарти «Биологин тасату хатĕрĕсем» патшалăх унитари предприятийĕнче республикăри ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли, таса мар шыва юхтарса кăлармалли хатĕрсене аталантарас ыйтупа канашлу ирттерчĕ.

Унта çав ĕçшĕн яваплă ЧР Строительство министерствин тата ăна пăхăнакан организацисен, ĕçмелли шывпа тивĕçтерекен, таса мар шыва юхтарса кăларакан предприятисен представителĕсем, республикăн çурçĕр тата вăтам зонинчи район администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Канашлу умĕн Олег Николаев Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкартан нумай çул юхса пухăннă каяш вырăнĕсене утилизацилес ĕç еплерех пынипе паллашрĕ. Пĕлтĕр ăна 200 млн ытла тенкĕлĕх пурнăçланă, кăçал 400 млн яхăн тенкĕлĕх тăвасшăн.

«Тĕллеве пурнăçлама чăрмантаракан сăлтавсем пур-и?» — кăсăкланчĕ ЧР Пуçлăхĕ. «Çук, графика пăхăнса ĕçлетпĕр», — хуравларĕ подряд организацийĕн представителĕ.

Канашлура ĕçмелли шывпа тивĕçтерекен, таса мар шыва юхтарса кăларакан организацисен умне тарифсене çирĕплетессипе тухса тăракан çивĕч ыйтусемпе ЧР конкуренци политикипе тарифсен службин ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Надежда Евлампиева доклад турĕ.

Ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли, таса мар шыва юхтарса кăлармалли хатĕрсен тытăмне аталантармалли плансемпе строительство министрĕ Александр Героев паллаштарчĕ. Этем пурăнакан ял-хуларан юхса пухăнакан таса мар шыва ламран лама куçса çирĕпленнĕ технологисемпе тасатни тухăçлăраххине «Биологин тасату хатĕрĕсем» предприяти тĕслĕхĕпе Юрий Алексеев директор çирĕплетме тăрăшрĕ.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...