Комментари хушас

17 Пуш, 2021

Контрафактпа фальсификат çав-çавах чылай

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительство çуртĕнче промышленноç продукцийĕн саккуна пăсса йĕркеленекен çаврăнăшне хирĕçле ĕçлекен республика комиссийĕн ларăвне ирттерчĕ.

«Табак продукцийĕн саккуна пăхăнмасăр сарнă çаврăнăшне чарса лартасси çинчен» ыйтупа республикăри Шалти ĕçсен министерствин экономика хăрушсăрлăхĕпе коррупцие хирĕç ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Курьянов доклад турĕ. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Вера Головач саккуна пăсса табак продукцийĕ сутнă тĕслĕхсем çинчен пĕлтерчĕ.

«Алкоголь тата спирт тытакан продукцие саккуна пăхăнмасăр сарассине хирĕçле мероприятисем пурнăçласси çинчен» ыйтупа та Станислав Курьянов доклад турĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов тата Вера Головач ăна хушса республикăри лару-тăру çинчен информаци пачĕç.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...