Комментари хушас

16 Пуш, 2021

Пĕрле чухне чăвашсем пурăнаççĕ

Питĕрти чăвашсен наци культура автономийĕ чăмăртаннăранпа пĕлтĕр 95 çул çитнĕ. Çак пулăма халалласа «Эпир ялан пĕрле» кĕнеке кăларнă. Çавна май Питĕртен килнĕ чăвашсем паян Наци библиотекине хăнасене пуçтарчĕç.

Кĕнекене тинĕс çарĕн наукисен кандидачĕ Виталий Золотовпа наци культура автономийĕн ертӳçи Валериан Гаврилов пухса хатĕрленĕ. Валериан Анатольевич каланă тăрăх, кĕнекере Питĕрти чăвашсен ентешлĕхĕ йĕркеленнинчен пуçласа наци автономийĕн паянхи ĕçĕ-хĕлĕпе хастарĕсем çинчен çырса кăтартнă, мухтавлă ентешĕмĕрсене те манса хăварман. «Ку кĕнеке проекчĕ пĕтĕмпех Виталий Арсентьевич пуçĕнче çуралнă. Унăн пысăк пайне вăл çырнă. Сумлă ăсчахăмăр хăйĕн пурнăçĕнче тĕрлĕ ыйтăва тишкерсе нумай кĕнеке кăларнă. Унăн килти библиотекин фончĕ питĕ пуян: 5000 ытла кĕнеке упранать. Вĕсене вăл вулавăша парнелесшĕн», — терĕ Валериан Гаврилов.

Валериан Анатольевич Чăваш Ене кашнинчех хавхаланса килет, тăван ялĕнче, Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккассинче, 2-3 уйăх пурăнать. «Чăваш юрри-ташшине итлесе, тăвансемпе калаçса вăй илсе каятăп», — терĕ вăл. Сăмах май, вăл пуçарнипе ялта кашни çул футбол ăмăртăвĕсем, концертсем иртеççĕ. Валериан Гаврилов тăрăшнипех Питĕрте юрă, ташă ушкăнĕсем чăмăртаннă, Чăваш хĕрарăмĕсен союзне пухнă, тĕрĕçĕсен центрне уçнă. Малашнехи плансем те пысăк унăн: чăваш çыравçисен пĕрлĕхне йĕркелесшĕн, Питĕрти пĕр микрорайонти урама Петр Егоров, пĕр библиотекăна Бичурин ячĕсене парасшăн.

www.hypar.ru Андрей МИХАЙЛОВ сăн ӳкерчĕкĕсем.

Рубрика: