Комментари хушас

15 Пуш, 2021

Электрон квитанци парне илме пулăшать

Чăваш энергосбыт компанийĕнче «Подключайся» конкурсăн пирвайхи пĕтĕмлетĕвне турĕç.

«Подключайся» конкурса пĕтĕмлетсе энергетиксем çĕнтерӳçĕсене палăртрĕç. Парнене — йăлара усă курмалли техникăна — Канашра пурăнакан хĕрарăм /402003900-мĕш тӳлев шучĕ/ тивĕçрĕ. Çĕнтерӳçĕсене ăнсăртран тухакан хисепсен генераторĕпе усă курса палăртрĕç. Конкурса Чăваш Енре пурăнакан 22 пине яхăн çын, квитанцисене Чăваш энергосбыт компанийĕнчен электрон мелпе илсе тăраканскерсем, хутшăннă.

«Подключайся» конкурс çĕнтерӳçисене энергетиксем ăнсăртран тухакан хисепсен генераторĕпе усă курса палăртрĕç.

Тупăшăва нарăсăн 12-мĕшĕнчен тытăнса пуш уйăхĕн 12-мĕшĕччен ЧЭСК клиенчĕсен — электрон квитанцисем илсе тăма çырăннă тата усă курнă электричество энергийĕшĕн кăçалхи нарăсăн 1-мĕшĕ тĕлне туллин тӳленĕ уйрăм çынсен — хушшинче, йĕркеленĕ.

— Электричествăшăн вăхăтра тӳлекен, компанин интерактивлă сервисĕсемпе хастар усă куракан потребительсене тав тăватпăр, — терĕ ЧЭСКăн ĕç тăвакан директорĕн энерги сутас енĕпе ĕçлекен заместителĕ Дмитрий Константинов. — «Подключайся» конкурса çу уйăхĕн 12-мĕшĕччен тăсма йышăнтăмăр. Халь пирĕн клиентсен электрон квитанцисем илсе тăмашкăн çырăннă май хаклă парне выляса илме те май пур.

Пĕлтĕр, потребительсен ыйтăвĕсене тивĕçтерекен офиссене хупнă тапхăрта, клиентсем интерактивлă сервиссемпе анлăн усă курма пуçланă. Çулталăк тăршшĕпе «электрон квитанцисем» сервиспа усă куракансен шучĕ икĕ хут пысăкланнă. Чăваш энергосбыт компанийĕ иккĕленекен потребительсене, электрон квитанцисем çине куçма ĕлкĕрейменскерсене, «Подключайся» акци йĕркелесе хавхалантарма йышăннă.

Черетлĕ çĕнтерӳçĕсене энергетиксем ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче палăртĕç. Вăхăтăра перекетлĕр, Чăваш энергосбыт компанийĕнчен квитанцисене электрон мелпе илсе тăмашкăн çырăнăр!

Ку парнесем — электрон квитанцисем илсе тăракан тӳрĕ кăмăллă потребительсем валли.

www.hypar.ru Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ӳкерчĕкĕсем.

Теги: