Комментари хушас

21 Çурла, 2014

Цюрихран - виçĕ медальпе

Швейцарири Цюрих хулинче çăмăл атлетика енĕпе Европа чемпионачĕ вĕçленнĕ. Аса илтеретпĕр: унта Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышĕнче Чăваш Енĕн 6 спортсменĕ тупăшнă. Елена Наговицина, Анжелика Сидорова, Вера Соколова, Александр Яргунькин, Наталья Пучкова тата Альбина Майорова.

Пирĕн атлетсем асăннă чемпионатра ăнăçлă ăмăртнă. Анжелика Сидорова çÿллĕшне шăчăпа сиксе ылтăн медале тивĕçнĕ. Наталья Пучковăпа Альбина Егорова командăри тусĕсемпе Гульнара Выговскаяпа тата Надежда Леонтьевăпа пĕрле марафонăн команда ăмăртăвĕнче бронза медаль çĕнсе илнĕ. Сăмах май, Наталья Пучкова Раççей спортсменкисен йышĕнче чи лайăх кăтартупа палăрнă. Дистанцие вăл 2 сехет те 32 минут та 22 çеккунтра вĕçленĕ. Финиша 11-мĕш чупса çитнĕ. Олимп вăййисене икĕ хутчен хутшăннă Альбина Майорова вара 17-мĕш. Раççей команди Цюрихра пурĕ 22 медаль çĕнсе илсе тăваттăмĕш вырăна тухнă. Малта - Аслă Британи, Франци, Германи спортсменĕсем.

Р.ВАСИЛЬЕВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.