Комментари хушас

17 Нарăс, 2021

Куславкка районӗнче причал пулмалла

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Куславкка районĕнче пулчĕ. Малтан вăл тĕрлĕ станок туса кăларакан предприятие ҫитсе курчӗ.

Директорăн çумĕ Рифат Хасанов каланă тăрăх, станоксене тĕрлĕ хулана тата чикĕ леш енне ăсатаççĕ. Кунта пĕлтĕр çĕнĕ производство та хута янă, лазерпе касакан станоксем кăларма пуçланă. Хулара ыйту та нумай. Акă Октябрь урамĕнчи çула юсама палăртнă, проектне туса хатĕрленĕ. Çула тумашкăн укçа уйăрма ыйтрĕç ертÿçĕсем. Куславккара ачасене садикпе тивĕçтерес ыйтăва татса пама тăрăшаççĕ. Пĕлтӗр çĕнĕ садик тума пуçланă. 2-мĕш шкулта пĕчĕккисем валли ушкăнсем уçăлĕç. Шкулти пушă пÿлĕмсене юсаса çĕнетнĕ. Садике 40 ача çÿрĕ.

Вырӑнти культура çуртĕнче районăн социалă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç. Райадминистраци пуçлăхĕ Фирдавиль Искандаров районта пĕлтĕр туса ирттернĕ ĕçсем çинчен каласа кăтартрĕ, пурнăçа кĕртмелли тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Олег Николаев та района аталантарас тĕллевпе нумай ĕçлемеллине палăртрĕ. "Промышленноç предприятийĕсем вăй илни - ырă пулăм. Вĕсем ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ. Вырăнти хуçалăхсен çитĕнĕвĕсем те савăнтараççĕ. Туризма аталантармашкăн причал тумалла", - терĕ Олег Алексеевич.

Çавăн пекех вăл Куславккасене пĕчĕк хуласен аталанăвĕн программине кĕрес тĕллевпе конкурса хутшăнма сĕнчĕ.

www.hypar.ru Андрей Михайлов сăн ÿкерчĕкĕсем