Комментари хушас

12 Нарăс, 2021

«Авалхи йăхсен еткерĕ»: Наци музейĕ 100 çулхине уявлать

«Авалхи йăхсен еткерĕ». Шăпах çакăн пек ят панă паян Наци музейĕн филиалĕнче — Чăваш тĕррин музейĕнче — уçăлнă курава. Ăна Наци музейĕн 100 çулхи юбилейне халалланă.

Наци музейне ирхи кÿлĕм хăнасемпе унăн тусĕсем пуçтарăнчĕç. Ирина Меньшикова директор музей утса тухнă тапхăрсем пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Тĕп мероприяти — Регионсен хушшинчи форум — ака уйăхĕн 15-17-мĕшĕсенче «Наци музейĕ: 100 çул Чăваш Ен кун-çулĕнче» ятпа иртĕ. Ăна йĕркелеме федерацин Атăлçи округĕнчи Музейсен канашĕ те пулăшĕ. Унта музей ĕçне лайăхлатас тĕлĕшпе хальхи вăхăтра тата малăшлăхра пурнăçламалли тĕллевсене палăртĕç.

Ку — пуласлăхра. Паян вара Чăваш тĕррин музейĕнче уçăлнă «Авалхи йăхсен еткерĕ» курав пирки калаçăпăр. Унта — фондра упранакан чи кăсăклă, кирек кама та тыткăнлама пултаракан экспонатсем. Курав «Музей коллекцийĕ» ярăма уçрĕ. Этнографипе çыхăннă çак ахах-мерчене музей ĕçченĕсемпе культура деятелĕсем пухнă.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: