Комментари хушас

10 Нарăс, 2021

Цифра активĕ те пурлăх шутĕнче

Патшалăх граждан служби çинчен калакан саккуна кĕртмелли улшăнусемпе Министрсен Кабинечĕн паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов паллаштарчĕ. Республика саккунне тÿрлетесси федераци саккунне улăштарнипе çыхăннă. Саккунăн чиновниксене хваттер туянма субсиди памалли пункчĕ, темиçе çул ĕçлеменскер, малашне те, çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен, «чарăнса» тăрĕ. Улшăнусен шутĕнче — патшалăх служащийĕсен малашне тупăш çинчен калакан деклараци тăратнă чухне цифра активĕсене те кăтартмалли требовани.

Цифрăпах çыхăннă тепĕр йышăну — тĕрĕслевпе надзор ĕçĕн информаци системи çинчен калакан положение ырлани. Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов ăнлантарнă тăрăх, куçăн майпа ирттерекен тĕрĕслевсенчен ерипен дистанци мелĕсемпе йĕркелекеннисем çине куçса пымалла. Республика Пуçлăхĕ çак ĕçре сыхлăх пирки манма юраманнине аса илтерчĕ: «Информаци айккине «юхасран» асăрханмалла — хăрушсăрлăх тĕлĕшпе тимлĕ пулăр».

Общество инфратытăмне аталантармалли проектсене, вырăнсенчи пуçарусем çинче никĕсленнĕскерсене, пурнăçламашкăн кăçал та çителĕклĕ укçа пулĕ — республика бюджетĕнчен муниципалитетсем валли субсиди уйăрассине ырларĕç. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов плансемпе паллаштарчĕ: пĕтĕмпе 732 проекта суйласа илнĕ. Çав шутран 283-шĕ çулсем тăвассипе-юсассипе çыхăннă. Коммуналлă хуçалăхпа çыхăннисем — 154 проект. Çавăн пекех кану вырăнĕсем йĕркелемелли, кÿлĕ-пĕвене тасатса хăтлăлатмалли, масарсене тирпейлемелли проект чылай. Пĕтĕмпе 450 миллион тенкĕ кирлĕ. Олег Николаев çак укçан пĕр пайне халăх хăй хывнине аса илтернĕ май вырăнсенчи пуçарусемпе никĕсленнĕ проектсене пурнăçласси пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ — бюджет пулăшĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.