«Вăрçă ачисене» — çăмăллăх
«Вăрçă ачисен» статусĕ тине укçан виçекен çăмăллăхпа тĕрекленĕ. Çакна Министрсен Кабинечĕн паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче тивĕçлĕ саккуна улшăну кĕртме сĕнсе ырларĕç.
Çăмăллăх пуласси пирки регион ертÿçи Олег Николаев хăйĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче каланăччĕ. Нумай кĕтме тивмерĕ — саккун проектне хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн, ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, «вăрçă ачисен» хушма çăмăллăх пулать. Хваттершĕн тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн çак статуслă çынсем 25% танлашакан çăмăллăхпа усă курса тÿлĕç. Енчен те гражданинăн темиçе сăлтавпа çăмăллăхпа усă курмалли ирĕк пур тăк — вĕсен çав сăлтавсенчен пĕрне суйласа илмелле.
Министр уçăмлатрĕ: чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра «вăрçă ачин» статусне илмелли ирĕк пуррисен шучĕ 64,5 пин çынпа танлашнă. Тивĕçлĕ удостоверение илнисем — хальлĕхе 40 пин çын патнелле.
Олег Николаев çав удостверение пама килĕшмен, надзор органĕсен хушша кĕме тивнĕ тĕслĕхсем пулнине аса илтерсе кунашкаллинчен сыхланмалли пирки асăрхаттарчĕ. Алена Геннадьевна çав тĕслĕхсене тĕплĕ тишкернине, яваплă çынсене ватăсемпе тимлĕ пулмалли çинчен асăрхаттарнине çирĕплетрĕ. Тепĕр хут аса илтерчĕ: «вăрçă ачин» ятне илмешкĕн паспорт кăна кирлĕ — хайхи статус валли çирĕплетнĕ çулсенче çуралнине ĕнентерни çителĕклĕ.
Николай КОНОВАЛОВ.
Комментари хушас