Комментари хушас

1 Нарăс, 2021

Виктор Немцева асăнса – курав

Пурăннă пулсан кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Чăваш Республикин халăх художникĕ Виктор Немцев çуралнăранпа 85 çул çитетчĕ. Хисеплĕ çынна асра тытса Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче курав уçăлнă. Вăл нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕччен ĕçлĕ.

1936 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Вутланта çут тĕнчене килнĕ художник ачалăхĕ Йĕпреçре иртнĕ. Василий Гладких рисовани учителĕ тÿпе хывнипех ача ÿнер тĕнчин асамлăхĕпе пĕчĕкрен киленме тытăннă. Кайран та унра çав туртăм иксĕлмен. Аслăланнăçемĕн, ăслăланнăçемĕн илем тĕнчин анлăшĕ те пысăкланнă-сарăлнă. 1959 çулта Шупашкарти художество училищинчен вĕренсе тухнă, 1970 çулта – Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи /халĕ – университет/ художествăпа графика факультетĕнчен.

Художникăн 100 ытла ĕçĕнчен хатĕрленĕ курава уçнă çĕре ÿнерçĕн хĕрĕ Лариса Немцева та хутшăннă. Вăл палăртнă тăрăх, ашшĕнче вырăс тата чăваш культури çураçуллăн пĕрлешнĕ. Художникăн амăшĕ вырăс пулнă, ашшĕ – чăваш. Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ÿнер ĕçченĕ Юрий Викторов палăртнă тăрăх, Немцев портрет, пейзаж тата натюрморт жанрĕсене килĕштернĕ.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ хатĕрленĕ. Анна МАРТЫНОВА сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: