Комментари хушас

25 Раштав, 2020

Чи лайăххисене чысларĕç

Паян республикăри «Чăваш Республикин чи лайăх патшалăх граждан служащийĕ» тата «Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципалитет служащийĕ» конкурссен çĕнтерÿçисене чысларĕç. Вĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ.

«Кадрсем йăлтах татса параççĕ», — тени кирек хăш вăхăтра та, кирек хăш предприяти-организацире те пĕлтерĕшлĕ. Сирĕн ĕç питĕ яваплă. Эсир тăвакан йышăнусем нумай çынна пырса тивеççĕ», — терĕ Олег Николаев çакнашкал конкурссем унта хутшăнакансене чи лайăх практикăсемпе паллашма май панине пĕлтернĕ май.

«Чи лайăх патшалăх граждан служащийĕ» ята ЧР Ял хуçалăх министерствин пĕчĕк хуçалăхсене аталантарас енĕпе ĕçлекен секторĕн заведующийĕ Олеся Ефремова тивĕçнĕ. Вăл хресчен-фермер хуçалăхĕсене грант пулăшăвĕ кÿрес ĕçе цифрăлатассипе çыхăннă проекта хатĕрленĕ. Жюри çак ĕçе пысăка хурса хакланă. Çĕнтерÿçĕ хăйĕн проекчĕпе чыслава пухăннисене те кĕскен паллаштарчĕ.

«Муниципалитет районĕн /хула округĕн/ чи лайăх муниципалитет служащийĕ» номинацире Шупашкар хулин администрацийĕн муниципалитет тĕрĕслевĕн управленийĕн пуçлăхĕ Ольга Тумаланова 1-мĕш вырăн йышăннă. Комсомольски ял тăрăхĕн администрацийĕн тĕп специалист-эксперчĕ Елена Зайкова хула /ял/ тăрăхĕн чи лайăх муниципалитет служащийĕ тесе йышăннă.

www.hypar.ru 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.