Словарĕн черетлĕ томĕ пичетленнĕ

«Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнеки» ятпа тухса пыракан ăнлантару словарĕн тăваттăмĕш томĕ пичетленнĕ. Унăн авторĕсем – Г.А.Дегтярев, А.П.Долгова, Ю.Ф.Ефимов, Н.А.Плотников тата И.П.Семенова. Кăларăма филологи наукисен кандидачĕ, доцент, Г.А.Дегтярев редакциленĕ.
Словарĕн черетлĕ томне П, Р тата С сас паллисемпе пуçланакан сăмахсем кĕнĕ. Словарьти сăмахсене алфавит йĕркипе вырнаçтарнă. Кĕнекене хатĕрлекенсем пĕлтернĕ тăрăх, словарĕн тĕллевĕ – «вулакана, пĕлес текене тăван сăмах тĕнчипе тĕплĕнрех паллаштарасси». Авторсем ăнлантару словарьне филологсемшĕн çеç мар, тăван чĕлхене хаклакан кашни çыншăн хатĕрленине ĕнентереççĕ.
Словарь 7 томлă пулĕ.
www.hypar.ru chgign.ru сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.
Вера ЭВЕРККИ хатĕрленĕ.