Комментари хушас

19 Раштав, 2013

Çамрăк хĕрарăмсене ĕçлев центрĕсем вырăн тупса параççĕ

Раççейĕн мĕн пур регионĕнче демографи лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшакан комплекслă мерăсене тивĕçлипе хаклаççĕ. Хĕрарăмăн социаллă пурнăçпа ĕçлев тытăмĕнчи прависене тата гарантийĕсене хÿтĕлессипе çыхăннă мелсенчен пĕрне халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба уйрăмах пĕлтерĕшлĕ тĕллев тесе палăртать.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби хăйĕн кулленхи ĕç-хĕлĕнче республика шайĕнче йышăннă "çул-йĕр карттине" тĕпе хурать. Официаллă йĕркепе калас тăк унăн ячĕ - "Чăваш Республикинче 2013-2015 çулсенче хĕрарăмсене ачана воспитани парассипе çыхăннă тивĕçсене пурнăçланипе пĕрлех ĕçлеме май туса парасси тата ачана виçĕ çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ амăшĕсен професси вĕренĕвне /тепĕр специальноç хăнăхăвне/ йĕркелемешкĕн услови туса парасси".

2013 çул пуçланнăранпа ĕçлев службине вырăн тупса памашкăн ыйтса çул çитмен ачасем çитĕнтерекен 5957 хĕрарăм пынă, вĕсенчен 3783-шне е 63,5 процентне пулăшма май килнĕ.

Ĕçе вырнаçтарассин эффективлăхне хăпартас тĕллевпе кăçал хĕрарăмсем /çав шутра çул çитмен ачаллисем/ валли вакансисен 9 ярмăрккине пухнă.

Çул çитмен ачаллă хĕрарăмсен тупăшма пултараслăхне ÿстерес тĕллевпе Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли йышăннă "Халăха ĕçлевпе тивĕçтересси" патшалăх программипе килĕшÿллĕн ачана виçĕ çула çитиччен пăхмашкăн илнĕ отпускри амăшĕсенчен 350-шĕнчен кая мар çуллен профессие вĕренмешкĕн каймалла. Пулăшăвăн асăннă мелĕпе усă курас текен йышлă пулнă май ку кăтартăва кăçал 400 çынна çитерме тивнĕ.

Хальхи вăхăтра профессие вĕренмешкĕн тата ку енĕпе хушма пĕлÿ илмешкĕн виçĕ çула çитмен ачаллă 426 хĕрарăма /иртнĕ çулхи çав вăхăтра - 381/ янă. Вĕсенчен 44-шĕ ачана пăхмашкăн илнĕ отпускра ларнă, 382-шĕ ĕç хутшăнăвĕнче шутланмасăрах виçĕ çул тултарман ачисене пăхнă. Çавăн пекех виçĕ çула çитмен ача пур 128 ĕçсĕр хĕрарăма вĕренме май туса панă.

Вĕсене 27 профессипе - бухгалтер /квалификацие ÿстересси тата тепĕр ăсталăха хăнăхтарасси/, водитель, дизайнер, маникюрша, маляр, заправка станцийĕн операторĕ, сутуçă-кассир, çĕвĕç, кадр пайĕн инспекторĕ тата ытти те - хăнăху илме пулăшаççĕ. Вĕсене конкурс мелĕпе суйласа илнĕ 16 вĕренÿ организацийĕ йышăнать. Професси илнĕ хыççăн хĕрарăмсене пурне те вырнаçтарнă.

Харпăр хăй ĕçне йĕркелес тĕллевлĕ инвалидсем, нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ, сусăр ача çитĕнтерекенсем тата виçĕ çула çитмен ача пур хĕрарăмсем саккунпа килĕшÿллĕн финанс пулăшăвне маларах тивĕçмелли ирĕкпе усă кураççĕ. Çапла майпа 2013 çулта çул çитмен ачаллă 27 амăшĕ ĕçлев центрĕсенчен субсиди илнĕ.

Çавăн пекех кăçалхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче нумай ачаллă тата сусăр ачаллă ашшĕ-амăшĕнчен /çав шутра ачисене воспитани панипе пĕрлех ĕçлес текен хĕрарăмсенчен/ 50-шне ĕçе вырнаçтармашкăн килĕшÿсем çирĕплетнĕ. Çапла майпа сусăр ачаллă 6 тата нумай ачаллă 44 ашшĕ-амăшне йышăннă. Вĕсем пурте ĕçĕн уйрăм йĕркиллĕ - тулли мар эрнеллĕ - вакансисене тивĕçнĕ.

Виçĕ çула çитмен ачаллă хĕрарăмсен професси вĕренĕвне йĕркелемешкĕн бюджет кăçал 4986,3 пин тенкĕ уйăрнă, ачисене воспитани панипе пĕр вăхăтрах ĕçлекенсене условисемпе тивĕçтерме - 1500 пин. Çитес çул асăннă кăтартусем 5563,7 пин тата 1500 пин тенкĕпе танлашмалла.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.

 

 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.