Комментари хушас

8 Юпа, 2020

Программăсене ытларах хутшăнмалла

Паян видеоконференцçыхăну мелĕпе Чăваш Республикин Аслă экономика канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Хальхинче Улатăр хулинчи предприятисен коммерципе инфратытăм проекчĕсене, республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине 2020-2025 çулсенче аталантармалли комплекслă программине кĕртнĕскерсене, сÿтсе яврĕç.

— Улатăрта юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче пултăм, — терĕ канаш тата РФ Патшалăх Думин финанс рынокĕн комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков. — Çивĕч ыйтусем капланнă объектсене çитсе куртăм. Хула газпа усă курнăшăн пысăк парăмра, çуртсене хутса ăшăтмалли котельнăйсемпе пăрăхсем пысăк тăкак кăтартаççĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕ умне ытти йывăрлăх та тухса тăнă. Ăна сирес тĕллевпе муниципалитетăн çанă тавăрсах ĕçлемелле, республикăн пулăшмалла тата ăна федераци органĕсен те пайăррăн кÿмелле. Улатăра аталантармалли программăн темиçе проектне улшăнусем кĕртмелле. Çитсе курнă предприятире пысăк малашлăхлă производство проекчĕпе паллашрăм. Анчах вĕсене пурнăçа кĕртме пулăшу кирлĕ. Ăна федерацирен кÿрес ыйтупа хам ĕçлĕп, республикăран илессине паян сÿтсе явăпăр. Улатăр туристсене ытларах йышăнакан хула пулмалла. Анчах ĕçе лайăхрах йĕркелессишĕн республикăра кăна мар, çĕршывра та хула çинчен информаци сармалла.

Социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕ çинчен хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — экономика пайĕн ертÿçи Наталья Марунина пĕлтерчĕ:

— Улатăрта пурăнакансен йышĕ пĕчĕкленсех пырать. 2020 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 33752 çынна шута илнĕ, çичĕ уйăхран миграцие пула тата 60-ăн тухса кайнă. Хальхи вăхăтра хулан истори пайне тата чиркÿсене ытларах кăтартассипе, туристсен маршручĕсене йĕркелессипе çыхăннă ыйтăва тишкеретпĕр. Хула экономикин никĕсĕнче — промышленноç предприятийĕсем. Улатăрта туса кăларакан продукци калăпăшĕнче вĕсен тÿпи 63%. Пĕчĕк предприяти шутланман организацисен производство кăтартăвĕ кăçалхи сакăр уйăхра пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 6% пĕчĕкрех. Пысăк тата вăтам предприятисем çав хушăра тавар 11% сахалрах туса кăларнă тата пулăшу ĕçĕсем пурнăçланă.

Улатăрăн инвестици проекчĕсене еплерех пурнăçлани çинчен докладçă пайăррăн каласа пачĕ. Вĕсен хушшинче ăшă энергийĕ парса тăмалли пăрăхсене улăштарассипе, котельнăйсене çĕнетессипе çыхăннă проектсем пур. Бюджетран укçа вăхăтра уйăрман пирки тăлăх ачасене, нумай ачаллă тата çамрăк çемьесене пурăнмалли вырăнпа патшалăх программипе килĕшÿллĕн тивĕçтереймеççĕ. Докладçă ытти çивĕч ыйтăва та пăхса тухма сĕнчĕ. Пĕр предприяти федерацин ыттисенчен маларах аталантармалли территорисен программине кĕме кăмăл тунине пĕлтерчĕ.

Сергей Калинин директор Улатăрти механика завочĕ чукун çул вакунĕсем валли хăвăрт çÿрекен тележкăсем туса кăлармалли проектпа паллаштарчĕ. Ăна пурнăçа кĕртессишĕн çăмăллăхлă кредит илмелле. Продукцин пĕрремĕш тĕслĕхне хатĕрленĕ, килес çул 1200 тележка тума саккас пур. Предприяти çăмăллăхлă кредит илес ыйтăва татса пама ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тата Анатолий Аксаков пулăшасса шанать.

Олег Алексеевич Раççей Федерацийĕн йышăнăвне тĕпе хурса Улатăрсен аталану çулне федерацин ыттисенчен маларах аталантармалли территорисен программипе çыхăнтармăпăр, ăна пурнăçа кĕртме Çĕнĕ Шупашкара май туса парăпăр терĕ. Улатăр валли укçа-тенкĕ федерацин Монохуласене пулăшмалли фондĕнчен ыйтса илмелле. Çак схемăпа ĕçлеме хăй вăхăтĕнче хулара проект офисĕ те тунă, ăна валли специалистсем вĕрентсе хатĕрленĕ.

Ларура хулари индустри паркне пыма çул тăвассипе, çуртсене ăшă энергийĕ парса тăмалли сетьсене çĕнетессипе, хирурги корпусне, ачасен искусство шкулне, культура керменне, 6-мĕш гимназие, 3 тата 9-мĕш шкулсене, физкультурăпа спорт комплексне, ача-пăчан «Янтарный» лагерьне юсассипе, Улатăра паха шывпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе яврĕç.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.