Комментари хушас

9 Çурла, 2014

Асамлăх... пирĕнпе юнашарах

Шанăçпа канăç çухатнă çын яланах лăпкăлăх шырать, асамлăх кĕтет. Алă усăнсан та ырă малашлăха ĕненни, чăнах, вăй парать. Етĕрне районĕнчи Пушкăртра пулса курнă хыççăн çакнашкал пĕтĕмлетÿ турăм: çут тĕнчене телей курмах çуралать этем.

Иерусалим Турă Амăшĕн сăваплă çăл куçĕ патне ача çуратайман хĕрарăмсем шыва кĕме килни пирки пĕлĕшсенчен илтнĕччĕ. Алексей атте мĕн шухăшлать-ши çакăн пирки? «Сываласса ĕненмелле, Турăран тархасласа пулăшу ыйтмалла», - вĕрентсе калать тĕн çынни.

Вăл çийĕнчех ал çырăвĕсен кĕнекине туртса кăларчĕ. Çакăнта - нумай-нумай çыннăн нушипе савăнăçĕ. Шыва кĕрсе тасални, кĕлĕ туни çĕнĕ пурнăç пуçлама пулăшни пирки каланă. Кашни тĕслĕх хăех хăват хушать. Хăшĕ-пĕри чир историне те хутсен хушшине хĕстерсе хăварнă: сывалнă çынна вăл текех кирлĕ мар. Ыттисем пĕлччĕр, хавхаланччăр тенĕ ĕнтĕ.

Ача çуратайманнисем йыш хушаççĕ

Алексей атте ку тăрăха хĕрарăм чирĕсемпе аптăракансем çÿренине пытармасть. «Тухтăрсем хутаçлă шыçă тупрĕç. Операци кунне те палăртнăччĕ. Больницăна выртиччен Иерусалим Турă Амăшĕн çăл куçĕнче çăвăнса тухрăм. Çакăн хыççăн хутаçлă шыçă çухалчĕ», - çырса хăварнă пĕр хĕрарăм.

Ыттисене ĕненес тĕк - таса шыв витĕмĕпе вĕсен уйăх хушши йĕркеленнĕ. Вун-вун çул гинеколог патĕнче сипленекенсем те эмел мар, шăпах сăваплă вырăн пулăшнине çирĕплетеççĕ. Пур пĕрех çакă больницăра тĕрĕсленсе тăмалла маррине пĕлтермест паллах.

Хырăм ÿксен те чун хурланать, куççуль тухать. «Темиçе хут çие юлчĕ, анчах йыш хушăнмарĕ. Турă Амăшĕ пулăшнипе ача çуралчĕ. Халĕ хĕрĕм 4 çулта», - телейлĕ амăшĕпе пĕрле савăнатăп.

Çветтуй шывпа çăвăнса тухнă хыççăн хĕрĕх чĕрнеллĕ пулнине ĕненеççĕ хĕрарăмсем. Кĕнекери тав сăмахĕсем чунран тухни паллă. Чĕре айĕнче ача тĕвĕленни, çут тĕнчене пепке килни - капашсăр пысăк савăнăç. Пур хĕрарăм та амăшĕ пулма ĕмĕтленет.

«Эпĕ 42-ччĕ. Ача манăн çунат айĕнчен вĕçсе тухнăччĕ. Иккĕмĕш упăшкапа çырăнмасăр пурăнаттăмăр. Вăл тĕпренчĕк парнелемесĕр качча илме килĕшместчĕ. Тĕрлĕ çĕрте сипленсе ывăнтăм - çаплипех çие юлмарĕ. Сăваплă вырăна килсе кайни манăн пурнăçа тĕпрен улăштарчĕ. 43 çулта çие юлчĕ, ача çуратрăм», - тепĕр çемье пурнăçĕ куç умне тухса тăчĕ. «Авланас пулать», - пил панă арçынна пачăшкă. Алексей атте кашнин шăпипе кăсăкланать. Халĕ Турă, çын йĕркине пăхăнса пурăнать мăшăр.

Арăмĕпе упăшкин пĕр-пĕрне упрамалли, хисеплемелли, юратмалли çинчен вăрах калаçрăмăр пачăшкăпа. Çемье мĕншĕн саланать-ши? Сăлтавне хамăрта шырамалла ахăр. Эх, ют çын мăшăрĕ темшĕн хитререх туйăнать. Е тата ыт ахаль тарăхни, пуш сăмах çаптарни йĕркеллĕ-и?

 

Тухтăрсемшĕн те тĕлĕнтермĕш

Пушкăрта килсе кайнисен пурнăçĕнчи тĕлĕнтермĕш самантсемпе малалла паллашатăп. «Хăлха шыçнăччĕ. Больницăра сипленни витĕм кÿмерĕ. Таса çăл куçра çăвăнсан хăлхаран юнлă шыв тухрĕ», - каласа кăтартать çÿлти вăй хăватне ĕненекен.

«Пĕчĕкренпех пÿре ыратать. Тухтăрсем ача çуратма хушмаççĕ. Сăваплă вырăнта çăвăнса тухрăм та хăнăхнă йăлапа больницăна кайрăм. Анализ илчĕç. Тĕрĕслев пÿре чирĕ парăннине çирĕплетрĕ. Тухтăрсем пуçтарăнса лару-тăрăва сÿтсе яврĕç. Унтанпа 6 уйăх иртрĕ - чир палли çук», - вулатăп малалла. Алексей атте çак хĕрарăм йыш хушса телей тупни çинчен каларĕ.

Çар çынни пÿрери чулсене пула нушаланнă. «Эпĕ сипленмен, сăваплă вырăнта çеç çăвăннă. Çавна май чулсем самаях пĕчĕкленнĕ», - маншăн йăлтах кăсăклă.

Çак кун Константинпа паллашрăм. Шупашкар каччи ялта кукамăшĕ патĕнче хăналанать. Ытларах ĕçленине кура унăн хул айĕ ыратма пуçланă. «Хулăнрах тăхăнса çÿре», - канаш панă медсестрара тăрăшакан амăшĕ. Мунчара çапăнса пăхнă çамрăк, анчах ăна милĕк ташши те пулăшайман. Пачăшкă сĕннипе таса çăл куçра çăвăннă Константин. Мĕн тетĕр - халĕ хăйне лайăх туять, чир аптратман та тейĕн.

 

Авалхи çăл куç

Çак вырăна 2004 çулта хăтлăлатнă. «Часавай çĕклесен кĕлĕ ирттертĕмĕр. Халăх нумай пуçтарăннăччĕ. Пĕр самантра Таса Çăл куç шывĕ сиксе тапма пуçларĕ. Хăмпусем сас кăларса çурăлчĕç. Гейзера аса илтерчĕ çакă. Шыва кĕнĕ вăхăтра пĕлĕтсен хушшинче хĕрес курăнчĕ», - аса илет Алексей атте.

Çак çăл куç шывĕ çынсене сиплени авалтанах паллă. XIX ĕмĕрте вăл Пушкăртран аякра мар вырнаçнă Ленăяль поселокĕнче юхса выртнă теççĕ. Çынсем каланă тăрăх - çăл куç çĕр айĕпе кайса çак вырăна килĕштернĕ. Унта 1917 çулччен часавай пулнă. Ĕлĕкхи çынсем те кунти шывпа çунă япалана тăхăнтартсан ача сывалнине курса тĕлĕннĕ. Халĕ те чирлĕ пепке вăй илнĕ тĕслĕх сахал мар. Пĕрин - пуçĕ, теприн - ăш-чикĕ, виççĕмĕшĕн хăлхи пĕр вĕçĕм ыратнă. Телее, ашшĕ-амăшĕ палăртнă тăрăх - нушаллă çав вăхăт хыçа юлнă ĕнтĕ.

Сăваплă вырăна хамăр республикăран кăна мар, Мускавран, Чулхуларан тата ытти хуларан килекен йышлă. Унсăр пуçне Англи, Америка çыннисем те çак шыв хăватне туйса курнă.

Алексей атте хĕрес çакманшăн ятласа та илчĕ. Тĕрĕсех, çынлăх йĕркине пăхăнса пурăннине кăтартма вăтанмалла мар.

Апла-и, капла-и, «Чирлĕ çав çын сывалнă, унăн пурнăçĕ йĕркеленнĕ» тенине илтес килет. Асамлăх... пирĕнпе юнашарах. Ăна уйăрса илме çеç пĕлмелле.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.