Комментари хушас

27 Утă, 2020

"ЯлАр" ушкăн Ижевскри этнофестивале хутшăнĕ

Çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче Ижевск хулинче çамрăксен этнокультурин "Тангыра" фестивалĕ иртĕ. Унта Чăваш Енрен "ЯлАр" ушкăн та хутшăнĕ.

Фестивале питĕ хăйне евĕрлĕ форматпа ирттерме палăртнă — drive-in. Мĕне пĕлтерет-ха ку? Артистсем "чĕрĕлле" юрлĕç, куракансем вара залра мар, хăйсен машинисенче ларĕç.

Сцена çине Раççейри тĕрлĕ чĕлхепе юрă шăрантаракан ушкăнсем тухĕç: "ЯлАр" /Чăваш Ен/, "GAUGA" /Тутарстан/, "У ЕН" /Мари Республики/, "Шай-Май" /Пермь крайĕ/, "Аrgymak" /Пушкăртстан/, "Вobolenin" /Удмурти/, "Mordens" /Мордва/.

Сăмах май, "ЯлАр" пĕлтĕр те "Тангырăна" хутшăннăчĕ. Халĕ чăваш ушкăнĕ кăçалхи фестивале хатĕрленме пуçланă та ĕнтĕ.

www.hypar.ru "ЯлАр" ушкăн архивĕнчи сăн ÿкерчĕк

Рубрика: