Комментари хушас

5 Çурла, 2014

Манăçа тухнă «мулкач»

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче республикăра кролик ферми йышлăччĕ. Хăвăрт çитĕнекен, какай, тир, мамăк паракан çак чĕр чун хисепреччĕ. Килти «мулкач» теттĕмĕр ăна.

Канаш районĕнчи «Мир» колхозăн Çĕнĕ Шуртанти ферминче вăл 500 пуçран та иртнĕ. Йĕпреç районĕнчи Киров ячĕллĕ хуçалăх унран самай пысăк тупăш куратчĕ. Ăна 30 çула яхăн ертсе пынă Семен Яндутов кролик ĕрчетни çинчен «Сельская жизнь» хаçатра статья пичетлесе кăларчĕ. Пăкăян ялĕнче пĕр амаран çулталăкра 35-40 килограмм аш, 25-35 тир илнĕ.

Кролик какайĕ - диета апачĕ. Унра белок нумай, холестерин çукпа пĕрех. Йĕпреçри колхоз пасарĕнче Пăкăянсен кролик ашне черет тăрсах туяннă. Вăл чĕрепе юн тымарĕн чирĕсемпе аптраканшăн уйрăмах усăллă. «Пирĕн читлĕхсем питĕ ансатчĕ, кашнинчех икшер кролик тытаттăмăр, - аса илет ферма пуçлăхĕнче чылай çул ĕçленĕ Лев Иванов. - Халĕ ун пеккине килти хуçалăхсенче курма пулать».

Кролик ĕрчетме кăмăллакан кашни ялтах пур. Пăкăянсем те тытаççĕ. Районăн выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцийĕн тĕп ветеринари врачĕ Валентина Иванова килти «мулкача» çитĕнтермелли йĕркене çирĕп пăхăнсан - ăна тулăх тăрантарсан, санитари-ветеринари ĕçне вăхăтра пурнăçласан - кĕтĕве пысăклатма май пур тесе шухăшлать. Мăн кролик амине /вăл 4,5 килограмран кая мар таять/ çулталăкра концентрат вăтамран - 50, утă - 50, тутлăлатнă апат - 60, симĕс курăк 190 килограмм кирлĕ.

Çурисене ĕмĕртекен амасене çак апата икĕ хут ытларах памалла. Тăрăшмасан алла техĕмлĕ аш турамĕ лекмĕ. Килти хуçалăхра кролик ĕрчетекен йышланса пыни питĕ савăнтарать. Ашшĕ-амăшĕ ку ĕçе ачисене явăçтарнине ырламалла кăна.

Кроликсене пирĕн тăрăхра пысăк сиен кÿрекенни - вируслă геморраги чирĕ. Унпа ытларах 2-3 уйăхри çурасем аптраççĕ. Чир çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те сарăлас хăрушлăх пур. Вăл мĕнле ерет-ха? Ку ыйтăва кролик çитĕнтерес енĕпе пысăк ăсталăх пухнă Иван Игнатьев фермер /Пăкăян ялĕ/ çапла хуравларĕ: «Ăна кроликсем хăйсемех сараççĕ. Кролик пуснă чухне усă курнă япаласенчен, çи-пуçран, атă-пушмакран, кайăк-кĕшĕкрен вирус пĕр вырăнтан тепĕрне куçать. Чире хирĕçле профилактика ĕçне пурнăçланă чух çакна асра тытмалла: кролик тытакан вырăна ют çынна кĕртме, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк яма юрамасть. Витере кăшлакан чĕр чунсем пулмалла мар, читлĕхсене тасатсах тăмалла, тăтăшах дезинфекци тумалла».

Фермер зоогигиена йĕркисене вăхăтра тата тĕрĕс-тĕкел пурнăçлани çакăнтан та лайăх курăнать: юлашки 10 çулта унăн ферминче пĕр кролик та чирлесе вилмен.

Çакăн пек пĕтĕмлетÿ тăвăпăр: пирĕн республикăра кролик ĕрчетес ĕçе ăнăçлă аталантарма пур май та çитет. Хальлĕхе вара хамăрăн пуçарулăхпа хастарлăх кăна çителĕксĕр. Ку отрасле шанчăклă çул çине тăратмалла. Пасар экономики хуçаланнă тапхăрта çапла туни пĕлтерĕшлĕ.

Геннадий КУЗНЕЦОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.