Комментари хушас

27 Утă, 2020

11 районта вырмана тухнă

Чăваш Енри 11 районта вырмана тухнă.

Утă уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне илсен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4,7 пин тонна çапса тĕшĕленĕ, тухăç кашни гектартан вăтамран 36,1 центнер тухать. Чăваш Ен Ял хуçалăх министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр гектартан 26,2 центр тухнă.

Елчĕк районĕнче çĕр улми кăлараççĕ, Куславккапа Хĕрлĕ Чутай районĕсенче – пахча çимĕç.

Хуçалăхсем выльăх апачĕ хатĕрлессипе те ĕçлеççĕ. Пĕр çул тата нумай çул ÿсекен курăкран утă, сенажпа силос хатĕрлеççĕ. Муркаш районĕнче витаминлă утă çăнăхĕ 170 тонна янтăланă.

Уй-хир пушаннă май кĕрхисем валли çĕр хатĕрлессипе те çине тăраççĕ. Хальлĕхе 45,4 пин гектар сухаланă.

www.hypar.ru

Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 
Теги: