Инноваци çул-йĕрĕпе
Красноармейски районĕнчи «Таябинка» агрофирма - çĕнĕ технологисене производствăна хăюллăн кĕртсе инноваци çулĕ-йĕрĕпе шанчăклăн аталанакан çирĕп хуçалăх. Вăл, республикăри «100 чи лайăх ял хуçалăх предприятийĕ» клубăн хастар членĕ, пĕлтĕр экономика-финанс кăтартăвĕсемпе 12-мĕш вырăн йышăннă.
Тулли мар яваплă общество Вăрнарти аш-какай комбиначĕ валли пин-пин пуç сысна самăртать. Хăйсен комбикорм цехĕнче авăртса выльăхсене çитермелĕх те, сутлăх та тĕш тырă çитĕнтерет. Пысăк лаптăкра çĕр улми туса илет, республикăри хуçалăхсене паха вăрлăхпа тивĕçтерет.
Агрофирмăна Александр Петрович Афанасьев директор чылай çул ăнăçлă ертсе пырать. Унпа темиçе те тĕл пулнă эпĕ. Сăпайлăскер яланхи пекех ООО çинчен каласа пама килĕшмерĕ. Хальхинче тĕп агрономпа Елена Николаевăпа курнăçма сĕнчĕ.
- Елена Владимировна, малтан хăвăрпа паллаштарсамăр.
- Эпĕ çак районти Тусай ялĕнче çуралса ÿснĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине пĕтернĕ. Манăн атте те агроном пулнă, пĕр вăхăт колхоза та ертсе пынă. Эпĕ, çамрăк специалист, тăван хуçалăха таврăннăранпа вăл тивĕçлĕ канăва тухичченех тĕп экономистра ĕçлерĕ. Мана çине тăрсах пулăшса-вĕрентсе пычĕ, пурнăç опычĕ унăн пысăкчĕ. Кунта киличчен «Досаево» хуçалăхра вунă çул тĕп агроном пултăм. Çак тивĕçе агрофирмăра кăçалхи ака уйăхĕнчен пуçласа пурнăçлатăп, унччен вăрлăх туса илес енĕпе ĕçленĕ. Манăн вырăна Ольга Козлова йышăнчĕ.
- Ял хуçалăх культурисем туса илес отрасле çине тăрсах аталантарни агрофирмăна епле витĕм кÿрет?
- Выльăх апатне вырăнтах хатĕрлени унăн хăй хаклăхне йÿнетме май парать. Сысна ĕрчетес, тыр-пул, çĕр улми туса илес тĕллевпех 2004 çулта çĕнĕ фирма йĕркеленĕ те. Чи малтан 200 гектар çеç çĕр пулнă. «Таябинка» усă курман лаптăксене çулсерен 200-300 гектар хушăнтарса пырса уй-хире 3500 гектара çитерчĕ. Районта пусă çаврăнăшне кĕртмен çĕр сахалланчĕ. Вăл та пулин инçетре. Эпир халĕ ака-суха тăваканни те вăтамран 16 çухрăмра вырнаçнă. Техника хăваласа самаях тăкакланатпăр.
- Çĕр пулăхне ÿстерес, тăпра тытăмне лайăхлатас тĕллевпе мĕнле ĕçсем пурнăçлатăр?
- Тăпрара азот, фосфор е кали мĕн чухлĕ пуррине кура пĕрчĕллĕ удобренипе виçеллĕ усă куратпăр. Çĕр улми лартма палăртнă уя кăçалтан тислĕк кăларма тытăнтăмăр. Çĕре мĕнле пăхатăн - тухăç çавăн пек илетĕн. Вăл пĕлтĕр 29 центнерпа танлашнăччĕ, 2013 çулта - 26. Кăçалхи çанталăка кура ку кăтарту пирĕншĕн япăх мар.
- Çитĕнÿре механизаторсен тÿпи те курăмлă-тăр?
- Паллах. Вĕсем пирĕн тăххăрăн. Анлă профильлĕ, кирек мĕнле техникăпа та ĕçлеме пултараççĕ. Владимир Иванова илер акă. Хушнине яланах вăхăтра пурнăçлать. Вĕсене вырмара преми хушса пани те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Техника çителĕклĕ, чылайăшĕ çĕнĕ. Хире 4 комбайн тухрĕ. Çанталăк çумăра кайиччен йăлт вырса пĕтерчĕç. Комбайнерсем тăваттăшĕ те районта мала тухрĕç. Олег Васильев вара 2 пин ытла тонна тырă тĕшĕлесе республикăра та палăрчĕ.
Ĕçе комплекслă майпа йĕркелетпĕр. Пĕрисем тырă вырнă вăхăтра теприсем хыççăнах çĕртме турĕç, виççĕмĕшĕсем çĕр улми аврине çулчĕç. Кĕрхисене 1240 гектар акрăмăр, плана 124% тултартăмăр.
- Çĕр улмине йăлтах кăларма ĕлкĕртĕр-и?
- Кăштах юлчĕ. 3 комбайн уяр вăхăтра икĕ сменăпа канмасăр ĕçлерĕ. Тухăç гектартан 199 центнерпа танлашрĕ. «Невский» 40 гектартан 360-шар центнер тухрĕ. Кăçал хакĕ пур. Çавăнпа çĕр айне юлнă «пуянлăх» тăкакне саплаштаратпăрах пулĕ тетпĕр.
- Елена Владимировна, çитес çул валли мĕнле тĕллевсем палăртатăр?
- 2014 çулта та çĕр улми лаптăкне пĕчĕклетесшĕн мар. Тюменьрен çĕнĕ сортлă вăрлăх 140 тонна туянса килтĕмĕр. 300 гектар çинче куккурус пĕрчĕлĕх акасшăн.
Валентин ГРИГОРЬЕВ