Пулăшу мерисем анлă
Коронавирус инфекцийĕ сарăлнă тапхăрта эндокрин чирĕсемпе чирлĕ пациентсен хăйсене мĕнле тытмалли сĕнӳсемпе Чăваш Республикин ОМС территори фончĕн медицина пулăшăвĕн пахалăхĕн эндокринологи специальноçĕпе ĕçлекен эксперчĕ Т.З.Андреева паллаштарчĕ.
— Эндокрин чирĕллĕ пациентсене эпидеми тапхăрĕнче мĕн сĕнетĕр?
— Çак лару-тăрура чи малтанах эпидеми анамнезĕллĕ çынсемпе хутшăнма юрамасть. Çавăн пекех кĕлетке температурине, юнри глюкоза шайне сăнаса тăмалла, хăвăр тĕллĕн йĕркелекен тĕрĕслев дневникне тытса пымалла. Врач палăртнă препаратсене ĕçни, çывăрса тăранни, виçеллĕ тата тутă апатланни, шыва кирлĕ чухлĕ ĕçессине уяни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мăнтăрланасран сыхланас тĕлĕшпе кĕлетке йывăрăшне сăнаса тăрас енĕпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Федерацин апатлану, биотехнологи тата апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн тĕпчев центрĕ килте хăйсем тĕллĕн изоляцири тата карантинри çынсем валли рацион принципĕсене хатĕрленĕ. Специалистсем менюна витаминсем, пĕчĕк калориллĕ ĕçме-çиме ытларах кĕртме, çусен, сахăр, газлă тата сĕткенлĕ шĕвексен, çăнăхран, çавăн пекех аш-какайран хатĕрленĕ çимĕçсен виçине чакарма сĕнеççĕ. Кулленхи менюна пайламалла: виçĕ хут апатланмалла, вĕсен хушшинче пĕр-икĕ хут çырткаласа илни вырăнлă. Шала кайнă чирлĕ çынсен хăйсене сиплекен тухтăрсемпе çыхăну тытмалла. Çак тĕллевпе поликлиникăна çӳремесен те пулать, паян дистанци коммуникацийĕн мелĕсем пур.
— Диабетлă çынсен чирлесен мĕн тумалла?
— Диабет инфекци чирĕсем ерсен палăрмаллах йывăрланать. Çавăнпа чирлесен çийĕнчех врача киле е васкавлă медпулăшăва чĕнмелле.
Чĕрепе юн тымарĕсен шала кайнă чирĕсемпе аптăракансене медицина пулăшăвĕ кӳни çинчен вара Чăваш Республикин ОМС территори фончĕн медицина пулăшăвĕн пахалăхĕн кардиологи специальноçĕпе ĕçлекен эксперчĕ И.П.Ефимова каласа кăтартрĕ.
— Çĕнĕ йышши коронавирус инфекцийĕн эпидемийĕн условийĕсенче чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе чирлĕ, артери юн пусăмĕ пысăк пулсан çынсен хăйсене мĕнле тытмалла?
— COVID-19 эпидемийĕн вăхăтĕнче чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе аптăракансем пысăк хăрушлăхлисен ушкăнне кĕреççĕ, шăпах çавăнпа чарусене сирмелли пĕрремĕш тапхăрта вĕсем тĕлĕшпе хăйсем тĕллĕн изоляцире пулмалла режим упранса юлать. Практика çирĕплетнĕ тăрăх, артери гипертонийĕ коронавирус йывăррăн иртме пултарассипе çыхăннă, мĕншĕн тесен вăл хăй те чĕрене витĕм кӳме, миокард инфаркчĕ, инсульт аталанассине сăлтавлама пултарать. Çавăнпа эпидеми тапхăрĕнче пысăк артери пусăмĕллĕ çынсен врач çырса панă препаратсене ĕçмелле. Изоляци условийĕсенче, паллах, çын дисциплинăна пăхăнни, пур енĕпе те виçене пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Апат тата унăн калорийĕн виçине чакармалла, хусканусем тумалла. Килти тренажерсем юлхавран хăтараççĕ, ирхи зарядка пирки те манма юрамасть. Тата, паллах, хваттере час-часах уçăлтармалла, сывлăша нӳретмелле.
— Коронавирус сарăлнине шута илсе Чăваш Енре чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе аптăракан пациентсене медицина пулăшăвĕ кӳрессине мĕнле йĕркеленĕ?
— Республикăн кардиологи служби çĕнĕ коронавирус сарăлнă чухнехи условисенче чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе йывăр чирлисене васкавлă медицина пулăшăвĕ кӳрес тĕллеве ăнăçлă пурнăçлать. Медицина пулăшăвĕпе туллин тивĕçтереççĕ. Юн çӳревĕн тытăмĕн чирĕсемпе чирлисен йывăр туйма пуçласан вăраха ямасăр медпулăшу ыйтмалла. Кардиологи пациенчĕсене çăмăллăхлă майпа эмелсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе тимлĕх пысăк: кирлĕ препаратсемпе тăхтав тумасăр йĕркелекен терапи чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе чирлисен сывлăхĕ тата хавшасран сыхланмалли тĕп мера пулса тăрать. Кăçалтан пуç миминчи юн çӳревĕ пăсăлнипе, миокард инфаркчĕпе аптăраса ирттернĕ, çавăн пекех аортокоронарлă шунтировани, стентированипе коронарлă артерисен ангиопластикине тата чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене пула катетер абляцийĕ тунă граждансен эмел препарачĕсене тӳлевсĕр илмелли ирĕк пур. Малалла вулас...