«Пĕри те тепри пăрăнсан ялта кам ĕçлĕ?»
Етĕрне районĕнчи Янăмри Алексей Григорьев медицинăран ял хуçалăхне куçни, çĕр ĕçне тытăнни нумайăшне тĕлĕнтернĕ. Каччă вара куншăн пĕртте ӳкĕнмест. Çу кунĕсенче иртен пуçласа каçчен тракторпа ĕçлеме тивни те хăратмасть ăна, тăван тавралăх, сарăлса выртакан анлă уй-хир вăй-хăват хушать тейĕн.
«Кунта чун-чĕрене ирĕклĕ»
Хĕрлĕ-кăвак тĕслĕ кавирпе витĕннĕ хирте техника пĕр тикĕссĕн кĕрлет. Фермер хуçалăхĕнче хĕрсех утçи пырать. Ешĕл массăна çулса вĕтетеççĕ, силос хываççĕ. Çанталăк ăшă, çумăрлă тăнăран курăк çăра та çӳллĕ çитĕннĕ.
— Утă типĕтесшĕнччĕ, анчах силос хывма йышăнтăмăр, — пĕлтерчĕ Алексей Григорьев «хурçă учĕ» çинчен аннă май. — Нумай çул ӳсекен курăксем 50 гектар ытла. Утă хатĕрлемелĕх пур. Козлятник 7 гектар кăна йышăнать. Ăна виççĕмĕш кун ĕнтĕ çулса пуçтаратпăр. Ешĕл масса нумай тухнăран техника та хăвăрт ĕçлеймест.
Иртен пуçласа çĕрлечченех хиртен кĕмеççĕ вĕсем. Типĕ кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Çурхи культурăсем те лайăх вăй илни фермера савăнтарать. Çу каçа агротехникăна пăхăнса ĕçлесен тухăç самай тухмалла.
Алексей Григорьев Шупашкарти медицина колледжĕнчен вĕренсе тухнă. Çак отрасле ăнсăртран суйласа илмен темелле. Çывăх тăванĕсем медицинăра вăй хунă май «шурă халатлисен» ĕçĕ-хĕлне аван пĕлсе тăнă. Шăл техникĕнче тăрăшакан Дмитрий ăна та çак специальноçа алла илме хĕтĕртнĕ. Дипломлă специалист хуларах тĕпленнĕ. Ялта, ирĕкре çуралса ӳснĕ йĕкĕте кунĕпех пӳлĕмрен тухмасăр тенĕн ĕçлеме тивни тивĕçтермен. Кĕçех пурнăçне тĕпрен улăштарнă: тăван тăрăха таврăннă та фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ.
Икĕ тăванăн пĕр шухăш
— Пиччепе иксĕмĕре ял бизнесне пуçăнма хавхалантараканĕ — анне Галина Алексеевна. Вăл унччен вырăнти хуçалăхра ферма заведующийĕнче вăй хунă. Анне ертсе пынă фермăра самăртма хупнă ĕне выльăхсен талăкри ӳт хушаслăхĕ 1 кг та иртнĕ. Ĕçченсем Пĕтĕм Союзри куçса çӳрекен вымпела илме тивĕçнĕ. Шел, ертӳçĕсем улшăннă май хуçалăх хупăнчĕ, витесем те пушанчĕç. Хуçасăр юлнă фермăна ял çыннисем çаратма тытăнчĕç. Унччен çĕршывĕпех палăрнă производство обћектне куç умĕнчех аркатни аннене пăшăрхантаратчĕ. Тĕппипех пĕтериччен витесене илсе юлчĕ вăл. Паллах, татăклă утăм тăвиччен пирĕнпе те канашларĕ. Кун хыççăн Арзамасра ĕçлесе пурăнакан Дмитрий çемйипех Янăма куçрĕ, фермер хуçалăхĕ уçрĕ. Вăл «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тата предпринимательсен пуçарулăхне пулăшасси» наци проектне кĕрекен «Фермерсемпе ял хуçалăх кооперацине пулăшасси» наци проекчĕпе грант та илме тивĕçрĕ.
Тин йĕркеленнĕ хуçалăхра ĕç пайтах. Çынсем çителĕксĕртен тăвансене пулăшмашкăн яла вăхăтлăх таврăнтăм та юлсах кайрăм. Ялта çапах чун-чĕрене ирĕклĕ, сывлама та çăмăл. Хулашăн тунсăхласан çул вăрăм мар, Янăмран Шупашкара çитме 40-50 минут кăна, — чунне уçрĕ Алексей Витальевич.
Пиччĕшне кура Алексей те çине тăрсах ял бизнесĕпе кăсăкланма пуçланă. Çамрăка хăй тĕллĕн ĕçлесси, фермер хуçалăхĕ йĕркелесси канăç паман. Ĕмĕт-шухăшне тăванĕсене пĕлтерсен ырланă кăна. 2018 çулта Алексей Григорьев «Фермерсемпе ял хуçалăх кооперацисене пулăшасси» наци проекчĕпе грант илме конкурса хутшăннă. Бизнес-план, документсем хатĕрлеме Дмитрин мăшăрĕ Екатерина Ивановна пулăшнă. Вăл та унччен шкулта ачасене математикăпа информатика предмечĕсене вĕрентнĕ. Халĕ мăшăрĕпе тăрăшсах фермер хуçалăхне аталантарать. Документсем йĕркелесси, отчетсем тăвасси йăлтах ун çинче. Кирлех пулсан фермăра ĕне те сăвать. Малалла вулас...