Комментари хушас

8 Утă, 2020

5-рен ытларах ачаллă çемьесене транспорт налукне тÿлессипе çăмăллăхсем парĕç

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев республикăри çемьесемпе видеоçыхăну мелĕпе калаçрĕ.

— Çемье — общество никĕсĕ, çирĕп çемьесем нумайрах пулсан патшалăх та вăйлăрах. Петрпа Февронин сăнарĕсем çемьесемшĕн тĕслĕх пулса тăчĕç. Пирĕн те вĕсем пекех çемье хаклăхĕсене упраса пурăнасчĕ. Çемьере ăшă та хăтлă, юратупа килĕшӳ пулсан обществăра та ăнланупа тату хуçаланĕç. Телейлĕ пуласси те çемьерен нумай килет. Телейлĕ çын ырă ĕçсем ытларах тăвать. Çемьере нумай ача пулни питĕ лайăх пулăм. Пирĕн пурин те çав хисеп патне туртăнмалла, — терĕ Олег Алексеевич патшалăх нумай ачаллă çемьесене пулăшнине палăртса. Вăл 5-рен ытларах ачаллисене транспорт налукĕ тӳлес енĕпе çăмăллăхсем парассине, тӳлев виçине ӳстерессине пĕлтерчĕ.

Регион ертӳçи çемьесене патшалăх наградисемпе чысларĕ. «Юратупа шанчăклăх» ордена Çĕмĕрлери Долговсем тивĕçрĕç. Валерий Павловичпа Галина Аркадьевна аслă шкулта вĕреннĕ чухне паллашса çемье çавăрнă, виçĕ ача çуратса ӳстернĕ. Вĕсем хăйсен кун-çулне педагогика ĕçне халалланă. Шупашкар районĕнчи Егоровсем 55 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем çичĕ ачине ура çине тăратнă, халĕ 17 мăнукĕпе савăнса пурăнаççĕ. Вера Мефодьевна ĕмĕрĕпе стройкăра тăрăшнă, Александр Николаевич трактор-комбайнпа ĕçленĕ, халĕ те руль умне ларать. «Анне» амăшĕн мухтавĕн паллипе Çĕнĕ Шупашкарти 6 ача амăшне Марина Ананьевăна наградăларĕç. Улатăрти Гороховсене музыка тата тĕн пĕрлештерсе тăрать.

Сергей Владимирович — чиркӳ священникĕ, Ольга Валерьевна чиркӳ хорĕнче юрлать. Сакăр ачаллă çемьене Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалласа кăларнă медальпе чысларĕç.

Çемьесене çавăн пекех ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова, социаллă пуçарусен фончĕн директорĕ Дмитрий Соловьев /Мускав/, «Голос» телепроект çĕнтерӳçи Дина Гарипова /Хусан/ саламларĕç.

www.hypar.ru Чувашинформ.рф сăн ÿкерчĕкĕ